Сергеевна
203 subscribers
1.84K photos
349 videos
69 files
10 links
Кунта хамăн пултарулăхпа паллаштаратӑп

Фото, ӳкерчĕк, литература, кулӑшла контент
加入频道
2 юань тӳлесе пӗр татӑк ҫиме пулать. Ҫавӑнтах ҫисе тӑрать халăх. Мана питӗ килӗшрӗ кунпек ҫиме. Пурнӑҫри чи тутлӑ дыньӑна ҫисе куртӑм.
👍41
Ҫӗрулмипе баоцзы тата мӑйӑрпа (пылак). Кун пекки Юньнаньте ҫук.
1👍1
Китай, вӑхӑт ҫитрӗ санран уйрӑлма. Эпӗ кунта мӗн вӗрентӗм:
👍 Кунта ҫынсем кунӗ-ҫӗрӗн канмасăр ӗҫлеҫҫӗ. Манӑн канмалли кунсем пурах. Ӑна хакламалла.
👍 Китайра мӗн пуррине яланах пайласа ыттисене параҫҫӗ. Пӗчӗк ачасем те переменӑра мӗн пуррине ытти ачасемпе пӗрле ҫиеҫҫӗ. Йога учителе пӗчӗк пирожнăй кучченеҫ патӑм. Вӑл тӳрех пӗрле ҫиме сӗнчӗ.
Ҫавӑн пекех Китай ҫыннисем пӗр-пӗрне ресторана чӗнсе пуриншӗн тӳлеҫҫӗ. Пӗр-пӗрне тем тӗрлӗ ӗҫре те пулӑшаҫҫӗ. Тек парне параҫҫӗ.
👍 Кунта ҫынсем ытла мала пӑхса план тумаҫҫӗ, ҫавна пула час-часах шухăшласа хунӑ ӗҫсене улӑштармалли пулать. Малтан хыт хурланаттӑм, халь те, анчах сахалтарах.
👍 Кунта ҫынсем час-часах кая пулса пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа пуль ҫын кая юлса пырсан вӗсем хурланмаҫҫӗ.
👍 Шухăшласа хунӑ пек ӗҫ пулса пымасан эпӗ пит хумханатӑп, манӑн туссем ҫук.
👍 Кунти ҫынсем бизнес уҫма хӑрамаҫҫӗ.
14👍8🔥7
Грузи
10👍2
Грузи
13👍1
Сирӗн те нихăçан та тӑхӑнман пахалӑх купаланса выртать-и?
😁65👍3🔥1🤝1