💢Олег Николаев поздравил тружеников тыла и детей войны с наступающим Днем Победы
В преддверии 80-летнего юбилея Победы в Великой Отечественной войне Глава Чувашии Олег Николаев в социально-оздоровительном центре «Вега» встретился с тружениками тыла и «детьми войны». Во время мероприятия он вручил всем собравшимся памятные подарки, тепло с ними пообщался, а также ответил на вопросы.
📸 Фотографии Василия Кузьмина
ХЫПАР | ХЫПАР СӖНЕС

💢Нина Полякова килте те ача кĕтекен пациенткăсем пирки шухăшлать
Вăл пулас амăшне варта тĕвĕленнĕ пепкен чĕре таппине çураличченех илтме, кунсеренех вун-вун çĕнĕ çынна çут тĕнчене килме пулăшать. Тин çеç çуралнă ачана та, хӳтлĕхсĕрскере те черченскере, чи малтан унăн ачаш алли çупăрлать… Унăн ячĕ — акушерка. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче çак шутсăр яваплă профессие суйланă çынсем хăйсен уявне паллă турĕç. Çавна май, хаçат тĕпелне 38 çул Шупашкарти тĕп больницăри хĕрарăмсен консультацийĕнче акушеркăра тăрăшакан Нина Поляковăна йыхравларăмăр.
Тĕплĕнрех – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра (07.05.2025)

💢«Патăрьел мистерĕ» – Президент полкĕнче
— Тӳрех калатăп, çак полка лекес тесе эпĕ ятарласа нимех те туман. 2023 çулта Хусанти университетран вĕренсе тухса алла диплом илнĕ хыççăн салтака каймаллине пĕлсе кĕркуннеччен тĕп ĕçе вырнаçмасăрах пурăнтăм. Мана, инженер-электрик дипломĕллĕ çынна, нумай çĕрте яланлăхах ĕç вырăнĕ сĕнчĕç. Эпĕ çапах та малтан çара кайса килес тесе вăхăтлăх ĕçсенче тăрмашрăм. Кĕркунне çар комиссариатне чĕнсе илчĕç. Президент полкне лекме кăмăл пурри çинчен ыйтрĕç. Эпĕ килĕшрĕм паллах. Икĕ хутчен район комиссариатĕнче тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухрăм, теприне ФСБра тата салтака кайнă кун республика комиссариатĕнче. Паллах, юлашки тапхăрта ала витĕр алланă пекех Президент полкне лекмелли салтаксем сахалланса пычĕç. Республикипе 22 ача тăрса юлтăмăр. Лере çитсен те тепĕр тĕрĕслев витĕр тухмалла пулчĕ, – терĕ 2023-2024 çулсенче çак полкра хĕсметре тăнă Евгений Чернов.
Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (07.05.2025)

💢Патăрьел округĕнчи Вăтаел ялĕнче пурăнакан 88 çулти Антонина Шайкина паян та ĕлĕкхилле сăра вĕретет
Тоня аппа сăра туни çинчен акă мĕн каласа пачĕ:
- Эпĕ астăвасса ялта сăра тума пĕлмен хĕрарăм пулман та. Ача чухне анне сăра тăватчĕ, каярах Ванькка тете авланчĕ те инке сăра вĕретме пуçларĕ. Вĕсенчен эпĕ вĕреннĕ. Кашни çемьере сăра тăвасси хăйне евĕрлĕччĕ. Ахальтен чăвашсене 40 тĕрлĕ сăра тума пĕлеççĕ тесе каламан ĕнтĕ. Пĕр тĕрли хăватлăрах, тепри çăмăлтарах пулатчĕ. Виççĕмĕшĕ хăмлаллăрах каятчĕ тата тепри вара — хăмласăртарах. Ачасем те ĕçнĕ ку шĕвеке. Сăра тăвассин йĕрки пурин те пĕр пекрех пулнă, çапах та унăн тути тĕрлĕренччĕ. Эпĕ хĕр чухне сăра туман. Пăхса, вĕренсе кăна пынă. Качча кайнă хыççăн сăрана пăянампа пĕрле вĕретме пуçларăмăр.

💢Çĕнтерессе шухăшламан
— Конкурсра юрласа сцена çинчен кайнă, ыттисене итленĕ хыççăн эпĕ малти вырăна тухасса шухăшламан та. Эх, пĕр виççĕмĕш тухсан аванччĕ тенĕ. Жюри хакланă хыççăн, пире чысланă вăхăтра, хампа пĕрле хутшăннă ачасемшĕн çеç савăнса тăнă. Пĕтĕм конкурсанта е хутшăннине, е номинацире палăрнине çирĕплетекен диплом панă хыççăн, «Гран-прие Виктория Романова çĕнсе илчĕ» тесе каласан эпĕ малтан ĕненмерĕм. Кайран вара эпех пуль ĕнтĕ терĕм. Дипломпа кубока алла панă хыççăн вара савăннипе кăшкăрса йĕрес килсе кайрĕ темшĕн, — чунри туйăмĕсене уçса пачĕ «Кĕмĕл сасă» конкурс çĕнтерӳçи Виктория Романова.

💢Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнчи «Шевле» халăх ансамбльне çӳрекенсем кунсерен студие васкаççĕ
Темĕн тĕрлĕ конкурса хутшăннă ку таранччен «Шевле», «Кĕмĕл сасăра» та пĕрремĕш хут мар. Ансамбле ертсе пыракан Надежда Владимирова пĕлтĕр те, кăçалхи пекех, пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. Кăçал вĕсем чи маттуррисем пулнăшăн питĕ хавас. «Шевле» конкурсра акапелла майпа юрларĕ. «Шăпчăк мар, чĕкеç мар» чăваш халăх юрри залти шăплăха хăйĕн янăравлăхĕпе, тасалăхĕпе тыткăнларĕ. Итлес те итлес килчĕ çак илеме. Залти халăх ансамбле питĕ лайăх йышăнчĕ.
Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (07.05.2025)
ХЫПАР | ХЫПАР СӖНЕС
Темĕн тĕрлĕ конкурса хутшăннă ку таранччен «Шевле», «Кĕмĕл сасăра» та пĕрремĕш хут мар. Ансамбле ертсе пыракан Надежда Владимирова пĕлтĕр те, кăçалхи пекех, пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. Кăçал вĕсем чи маттуррисем пулнăшăн питĕ хавас. «Шевле» конкурсра акапелла майпа юрларĕ. «Шăпчăк мар, чĕкеç мар» чăваш халăх юрри залти шăплăха хăйĕн янăравлăхĕпе, тасалăхĕпе тыткăнларĕ. Итлес те итлес килчĕ çак илеме. Залти халăх ансамбле питĕ лайăх йышăнчĕ.
Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (07.05.2025)
ХЫПАР | ХЫПАР СӖНЕС
💢Пушкăрт Республикинчен «Кĕмĕл сасă» конкурса хутшăннă Марина тата Антон Ивановсем сцена çине тухма пултарнăшăн амăшне тав тăваççĕ
— Юрлама анне хистесех, хавхалантарсах тăратчĕ пире. «Эсир пултаруллă, юрлăр-ха», — тетчĕ. Эпĕ сцена çине ытларах тухнă, пичче вара, арçын ачасем çавăн пекрех-ши, вăтанкалатчĕ. Çапах та эпир Антонпа пĕрле мĕн ачаран сцена çинче юрланă. Малтан – ял клубĕнче пирĕнпе илемлĕ пултарулăх ертӳçи Вера Лекерева /Самарина/ ĕçлерĕ, пире ертсе, пулăшса пыратчĕ вăл, — каласа пачĕ Марина.
Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (07.05.2025)
ХЫПАР | ХЫПАР СӖНЕС
— Юрлама анне хистесех, хавхалантарсах тăратчĕ пире. «Эсир пултаруллă, юрлăр-ха», — тетчĕ. Эпĕ сцена çине ытларах тухнă, пичче вара, арçын ачасем çавăн пекрех-ши, вăтанкалатчĕ. Çапах та эпир Антонпа пĕрле мĕн ачаран сцена çинче юрланă. Малтан – ял клубĕнче пирĕнпе илемлĕ пултарулăх ертӳçи Вера Лекерева /Самарина/ ĕçлерĕ, пире ертсе, пулăшса пыратчĕ вăл, — каласа пачĕ Марина.
Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (07.05.2025)
ХЫПАР | ХЫПАР СӖНЕС
💢«Салтак çырăвĕсем» кураканăн чĕрине тыткăнларĕç
«Кĕмĕл сасă» конкурса кăçал Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин тата Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкне халалларĕç. Çавăнпа та çак тематикăллă юрăсемпе сцена çине тухнă çамрăксене куракан тимлĕрех итленĕн туйăнчĕ. Ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра çар, вăрçă, салтаксем пирки шăрантаракан юрăсем те нумайăшĕн чĕрине унчченхинчен тарăнрах та ыратупа кĕрсе вырнаçаççĕ пулĕ.
Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Чурачăк салинчи Александр Филиппов конкурсра юрланă юрă та чĕрене хумхатаканнисенчен пĕри пулчĕ. Юрри вара чи малтанах уншăн хăйĕншĕн те çывăх. Çакна каярах, конкурс хыççăн, Александрпа калаçнă чухне пĕлтĕм. Вăл ятарлă çар операцийĕнчи юлташĕсем, ентешĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ çитерсе парассипе тимлет. Отпускран каякан салтаксене те каялла леçсе яраççĕ, машина хыçне прицеп çаклатаççĕ те мĕн кирлине те çула май çитерсе параççĕ. Таврăннă чух отпуска килекенсене лартса килеççĕ.

💢Аслă Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне — парне
Матвей Махов Шупашкар округĕнчи Çĕньял шкулĕнче вĕренет. Ларма-тăма пĕлмен арçын ача ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне калама çук пысăк парне хатĕрленĕ. Мĕн-ши? Тăххăрмĕш класс вĕренекенĕ хăй аллипе «Нива» машина юсаса пуçтарнă.
Тĕплĕнрех – «Тантăш» хаçатра (07.05.2025)