кулленхи
388 subscribers
2 videos
2 links
加入频道
Channel created
«Хӗрсем» YouTube-проекта пуҫланӑ май, чӑвашла калаҫсан час-часах йӑнӑшсем тухса кайнине тата сӑмахсем ҫитменнине туятӑп. Ҫавна пула иккӗмӗш канал йӗркелесе ярас терӗм

ку страницӑна хальлӗхе кун кӗнеки (дневник) пек ҫеҫ ертсе пырас килет. Хамӑн шухӑшсене чӑвашла ҫырса хӑвармалли вырӑн пултӑр

Ырӑ сунса кӗтетӗп 🤗
тӗп канал -
https://yangx.top/chuvishenka
килте

тӑван киле хӑнана килнӗ чух чи юратнӑ самантсенчен пӗри - ирхине вӑраннӑ-вӑранман Аттепе Анне тӗпелте пӑшӑлтатса калаҫнине итлесе выртни. Вӗсем пире вӑратасран шӑппӑн калаҫса чей ӗҫеҫҫӗ

тӗрӗссипе каласан, эпӗ вӗсен калаҫӑвне урӑх пӳлӗмрен ӑнланса та пӗтерейместӗп

анчах та вӗсем ҫапла килӗшӳллӗн калаҫни, пӗр-пӗрне хисеплесе юратни - телей. Вӗсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗншӗн те

Ҫумӑр кантӑкран шаккаса ҫӑвать
виҫӗ йӑмӑк тутлӑн ҫывӑрать
килте-ӑшӑ, чунра-лӑпкӑ
ачалӑхран

ҫуллахи кунсенче хӗвел шевлисем кӗрекен иккӗмӗш хута чӗкеҫсем
вӗҫсе килеҫҫӗ

эх, пуҫлатпӑр йӑмӑкпа пӗрле кайӑка "пулӑшу парса" хӑвалама! Кӑшкӑратпӑр, кулатпӑр, унта-кунта чупатпӑр. Чӗкеҫӗ пирӗнтен тарса пӗр чӳрече патӗнчен тепри патне вӗҫсе ҫӑлӑнӑҫ шырать

кӗҫех пирӗнтен ывӑннӑ кайӑк ман алла парӑнать. Эпир ӑна картише тухса "ачисем патне" кӑларса яратпӑр

хӑранӑ тата халтан кайнӑ кайӑкӑн чӗри ман алӑра "кӑлт-калт" тапнине халӗ те манса каяймастӑп

Чӗкеҫ йӑва ҫавӑракан ҫурта телейлӗ теҫҫӗ. Чӗкеҫ «чӗрине» тытса курнӑ
ҫынна вара?
кӑвак туратсем

ӳтӗм ытла ҫинҫе пулнӑран юн тымарӗсем алӑпа ура ҫинче хытах палӑраҫҫӗ
Уйрӑмах шӑнса кайсан

хама йывӑҫ пек туятӑп
Асанне

Ачаранпах эпӗ Асаннене аслӑ та вӑйлӑ сӑнар пек курнӑ. Пӗчӗк чух вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа панине ӑша хывман. Анчах та ӳссе пынӑ май Аслӑ Анне кун-ҫулӗ ҫине урӑхла пӑхатӑп

Пирӗн Асанне "Эпӗ сана юрататӑп" тесе калакан ҫын мар. Эпир ун юратӑвне ӑшӑ чӑлха-нуски ҫыхса панинче, ирех вӑранса тутлӑ кукӑль пӗҫернинче, ялан савӑнса кӗтсе илнинче туятпӑр. Юратӑва тӗрлӗрен кӑтартма пулать-ҫке

Асанне ултӑ ҫулта тӑлӑха юлса амаҫурипе ӳснӗ. Тӑван амӑшӗн юратӑвне, ачашлӑхне курман. Эпӗ вара, мӑнтарӑн, унран "юрату" сӑмахӗсем кӗтсе ларнӑ

Халӗ Асаннере вӑйлӑ та ӑслӑ Аслӑ Анне ҫеҫ мар, анне ҫунаттисӗр, хӳтлӗхсӗр ӳснӗ пӗчӗк кӑна хӗрачана та куратӑп

Тӑван амӑшӗ парайман юратӑва пирӗн парса ҫитересчӗ
пурнӑҫра пӗрремӗш хут психотерапевтпа сеанс иртрӗ. Пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӑм

Мӗн кӑна ҫук пуҫӑмра!😁
Шупашкара ҫитсен таксипе вокзала вӗҫтертӗм. Ҫул ҫинче аттене Чӑваша ҫитнине пӗлтерсе мана Йӗпреҫре кӗтсе илме ыйтрӑм

таксист: "Сирӗн атте чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ мар та пуль?"

эх пуҫларӑмӑр вара тӑван чӗлхен кун-ҫулӗ пирки калаҫма...
таксистсем - хӑйне май философсем:)
YouTub’ри «Хӗрсем» проектӑн видеосем айӗнче чӑвашла комментарисем чылай пулни питӗ савӑнтарать ❤️‍🩹

пирӗн юлашки кӑларӑма пӑхрӑр-и?
https://youtu.be/3x_uarCilOw
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
тахҫанах ӳкермен, тунсӑхласа ҫитрӗм
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
ӗнерхи DIVA Ethno Future Sound концерчӗ вӗҫленес умӗн силлентӗмӗр кӑна 😂

видео ярса панӑшӑн тав!
аран-аран куҫа уҫса ҫӗнӗ кун пурӑнма тытӑнтӑм. Урамри ӑмӑр ҫанталӑк тата ӗҫре пухӑннӑ япаласем паянхи кунран ним ыррине те кӗтмелле мар тесе каланӑн туйӑнать

вырӑнтан тӑма пуҫласан пальтори кӗсъере шӑкаладсем пуррине аса илтӗм! Кун тӳрех лайӑх енне куҫрӗ. Вӑт телей!
кунта кам та пулин пур-и? 👀
Иртнӗ вырсарникун ача-пӑча футболне курма лекрӗ. Паллах, чылай ҫамрӑк спортсменсем - арҫын ачасем, анчах пӑт-пат хӗрачасем те тӗл пулаҫҫӗ (ушкӑнсенче каччӑсем те, хӗрсем те пӗрле выляҫҫӗ, пайланман)

куракансен хушшинчи арҫын ача амӑшне: «Мӗншӗн кунта хӗрачасем те пур?»

Амӑшӗ иккеленсе: «Хӗрачасем те кирлӗ, вӗсем ыттисене хавхалантараҫҫӗ»
🤦🏻‍♀️
пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи тост пекех