Чӑваш ТВ
4.21K subscribers
438 photos
496 videos
6 files
90 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Иртнӗ шӑмат кун Куба ҫӗршывӗнче пуҫтарӑннӑ тӗрлӗ халӑх хӑйӗн ҫӗршывӗпе паллаштарчӗ. Эпир Раҫҫей ҫӗршывӗнчен иккӗн пултӑмӑр, иксӗмӗр те Чӑваш Енри чӑвашсем.
Куба, Великобритани, Франци, Германи, Греци, Болгари, Испани, Португали, Пуэрто-Рико, Бразили, Серби халӑхне Раҫҫей ҫӗршывӗ ҫинчен тата Чӑваш Ен ҫинчен каласа патӑмӑр, тӑван халӑхпа, тӑван чӗлхепе, тӑван культурӑпа паллаштартӑмӑр, хамӑрпа пӗрле илсе килнӗ кучченеҫ те ҫитертӗмӗр.
Нумайӑшӗ чӑваш халӑхӗ пуррине пӗлмен те, малашне пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ!

Туссем, халӑх сасӑлавӗнче хутшӑнатӑп, сасӑлама 7 кун тӑрса юлчӗ. Енчен те эпӗ тунӑ ӗҫе эсир хисеплетӗр, кирлӗ тесе шутлатӑр пулсассӑн маншӑн сасӑласа пулӑшма ыйтатӑп. Тавах!

https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
50👍27🔥5🏆4
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Университетран Кубӑна 2 эрнелӗхе командировкӑна ячӗҫ. Тӗплӗнрех ҫак видеора пӗлме пулать.

Тусӑмсем, халӑх сасӑлавӗнче Чӑваш Ен малта пырать! Анчах ҫав вӑхӑтрах Мордови хыҫранах пырать, ҫавӑнпа та сасӑламансене сасӑласа пулӑшма, сасӑланисене хӑвӑр кил-йышри урӑх телефонсем урлӑ сасӑлама ыйтатӑп. Таҫтан пӗрре хутшӑнатӑп. Хутшӑнатӑп пулсассӑн Чӑваш Ене малти вырӑна кӑлармаллах ӗнтӗ тесе шутлатӑп.

https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
👍423🏆3🔥1💯1
Турӑ пулӑшсан, эпир сирӗнпе тӑрӑшсан - Чӑваш Ен тен ҫӗнтерӗ те💛❤️❤️

Халлӗхе малти вырӑнта. Тепӗр эрнере сасӑлав вӗҫленӗ.
Сасӑлама ҫак ссылкӑпа куҫмалла. Тавах!👇🏻

https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
👍384💯2🔥1
Куба 🇨🇺 ҫӗршывӗн президенчӗ тата пӗр чӑваш🥰
Мигель Марио Диас-Канель - Куба ҫӗршывӗн президенчӗпе тӗлпулу иртрӗ. Чӑваш халӑхне Куба пуҫлӑхӗнчен салам!👋🏻

Туссем, халӑх сасӑлавӗ 6 кунтан вӗҫленет. Эпӗ Чӑваш Енрен МЕДИА номинанчӗ пулса хутшӑнатӑп. Кашни сирӗн сасӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫак ссылкӑпа куҫса сасӑлама ыйтатӑп. Енчен те сирӗн темиҫе телефон номерӗ е ҫывӑх ҫынсен телефонӗ ҫумра пулсан вӗсен урлӑ та темиҫе номертан сасӑлама пулать. Тавах!
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
🔥65👍215👏5
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Костя, эсир Кубӑна мӗнле лекнӗ? Ӗҫлеме е канма кайнӑ? Мӗн тума кайнӑ?
Ҫак постра(видеора) сирӗн ыйтусем ҫине хуравлатӑп😌

Университетра вӗреннӗ май пире - икӗ чӑваша Кубӑна икӗ эрнелӗхе командировкӑна ячӗҫ. Командировкӑн тӗп тӗллевӗ - Раҫҫейпе Куба туслӑ тата пӗр шухӑшлӑ пулнӑ май Куба ҫӗршывне ирӗклӗ пулӑшу парасси, Куба ҫӗршывӗн халӑхӗпе, пурнӑҫӗпе, культурипе, чӗлхипе паллашасси, хамӑрӑн тӑван ҫӗршывпа, халӑхпа, культурӑпа ытти ҫӗршыв халӑхӗсене паллаштарасси. Куба - йывӑр тапхӑрта пурӑнакан чухӑн ҫӗршыв. Икӗ эрне хушши май ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшрӑмӑр, вӗсем вара пире хӑйӗн ҫӗршывӗпе паллаштарчӗҫ.
Унсӑр пуҫне Кубӑра питӗ кирлӗ эмелсене хамӑр укҫа-тенкӗпе туянса гуманитари пулӑшӑвӗ илсе кайрӑмӑр.
Кубӑра Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ. Раҫҫейрен вара эпир - икӗ чӑваш пултӑмӑр.
Ҫулҫӳревӗн спонсорӗ - Илья Николаевич Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Университечӗ. Чӑваш Енрен 10 пин ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ ҫӗршывра пулса курма май туса панӑшӑн юратнӑ университета пысӑк ТАВ сӑмахӗ калатпӑр!
👍82🔥145
Ӗнер Кубӑран киле таврӑнтӑм) Кил-йыш ӑшшӑн кӗтсе илчӗ🥰

Туссем! Ыран халӑх сасӑлавӗн юлашки кунӗ. Чӑваш Еншӗн хутшӑнса ытти регионсен хушшинче малти вырӑна тухма май пур. Енчен те эсир маншӑн сасӑламан пулсассӑн ҫак ссылкӑпа куҫса сасӑлама ыйтатӑп. Вӑл тӳлевсӗр.
Сирӗнпе пӗрле мала тухма та пултарӑпӑр!
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
84👏33👍20🔥7😍3🏆2🤬1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
🏆20🔥13🤩1
Паян халӑх сасӑлавӗн юлашки кунӗ.
Тӗрлӗ регионсем хушшинче иртекен фестивальте Чӑваш Ен номинанчӗ пулса хутшӑнатӑп.

Маншӑн сасӑласа пулӑшакансене пысӑк тав! Сасӑласа ӗлкӗрейменсен паян ҫӗрле 23:59 сехетчен ҫак ссылкӑпа куҫса сасӑлама вӑхӑт пур.

https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search

Пӗр-пӗрне ҫапла пулӑшса пурӑнмалла пултӑр, эсир мана ырӑ туни сирӗн патӑра каялла пин хут ӳссе ырӑпа таврӑнмалла пултӑр. Тав!
👏26👍24🔥42🥰2🤔1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Сире савӑнтарма ҫӗнӗ контент хатӗрлетпӗр!
54🔥19👏7👍1
😅
👍1
Forwarded from Типшӗм рулит
ДОБРОХОТОВ сейчас #втренде
Глава города,известный блогер,директор автошколы.
Янравлӑ илтӗнет отнакӑ!
😁42👍227🔥5❤‍🔥3🤬1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Эпӗ паян 30-та
Атте-Анне - тавах сире!
178🎉56🔥34
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Патӑрьел тӑрӑхӗ.
Кивӗ Ахпӳрт.
Паян.
👍67🔥1514
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Йӑхран йӑха йӑх пынӑ,
ялан ялта пурӑннӑ.
Самани йӑлт улшӑннӑ та
Кӗҫтук хулана куҫнӑ.

Пурнать Кӗҫтук хулара,
арӑмӗ - чӑн-чӑн майра.
Ҫитӗнеҫҫӗ ывӑлсем,
Шупашкар паттӑрӗсем.

Ир пулать те, каҫ пулать,
Кӗҫтук ҫывӑрма выртать.
Тӗлӗрсе кӑна каять те
тӗлӗкре ялне курать.

Ах чунӑмҫӑм, чунӑмҫӑм та
канлӗх хулара ҫук-шим?
Ах Турӑҫӑм, Турӑҫӑм та
эпӗ йӑнӑш турӑм-шим?

Ҫулӗсем иртсе пыраҫҫӗ,
шак-шак-шак шаккать сехет.
Тӗлӗкре яла кайсассӑн
талт-талт-талт тапать чӗрем.

14.10.2024 К.Д.
👍151🔥2418❤‍🔥6💯6🤔2👏1
Таврӑнас ҫук халь каялла.

Ача чухне ялтаччӗ те
кӗтӳ кӗтме эпӗ тухаттӑм.
Вӑхӑт хӑвӑрт шумасчӗ те
куна эрне пекех туяттӑм.

Хӗвел ҫуттин пайӑркисем
куҫа хӗртессӗн ачашлатчӗҫ.
Тӳпе тулли шур пӗлӗтсем
пӗр чарӑнми таҫта шӑватчӗҫ.

Шур пӗлӗтсем шунӑ пекех
ҫулсем те шурӗҫ пулмалла.
Ачалӑх иртрӗ пуль, текех,
таврӑнас ҫук халь каялла...

20.10.24. 01:55. К.Д.
👍122🔥2814👏3🏆1