Чӑваш ТВ
4.2K subscribers
438 photos
495 videos
6 files
89 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Ҫатма ҫинче пашалу пӗҫерме вӗрентӗр-ха мана🙏☺️
Пурнӑҫра савӑнмалли самантсем кӑна мар, хурланмаллисем те пулаҫҫӗ ҫав...

Паян чи ҫывӑх ҫынсенчен пӗри - юратнӑ асанне (бабушкА тесе чӗнеттӗмӗр эпир ӑна) пирӗнрен уйрӑлса кайрӗ.

Ӗненес килмест, тӗлӗкри пек.

Асатте вилни 20 ҫул, 20 ҫул килте вилӗ пулса курман - эпӗ ун чух 7 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Халӗ ӳссе ҫитсен пачах урӑх туйӑмсем...

Мӗн тӑвас тен, пурнӑҫӗ ҫавӑн пек. Пуҫри шухӑшсене кунта ҫырсассӑн тен ҫӑмӑлтарах пулмӗ-ши теп... кам пӗлет..

Тӗлӗкри пек...
Мӗн йӗпе пуличчен тет ҫак юрӑра? Пӗр сӑмаххине ӑнланмарӑм
Чӗмпӗр хулинче иртнӗ Акатуйра Олег Николаевич Мустаевпа паллашма май пулчӗ - тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ арҫын, чӑвашшӑн ҫунакан, хисеплӗ ҫын.
Нумай тӗрӗс шухӑшсем илтрӗм эп Олег Николаевичран, вӗсенчен пӗринпе сире паллаштарас терӗм:

"Чӑвашсем эпир вӑйлӑ, мӑнаҫлӑ халӑх. Анчах та пире икӗ тӑшман пӗтерет: эрех тата кӗвӗҫлӗх."
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Анатолий Кибеч тата эпӗ Шупашкарти Акатуйра чӑваш сӑрине тутанса пӑхатпӑр☺️
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Шупашкарти Акатуйра мана ҫак самант килӗшрӗ. Хӑватлӑ кӗлӗ
Паян салтак ӑсатнине ӳкерме каятӑп. Инстаграмра сторис ӳкерсе кӑтартӑп. Кама интереслӗ, кӗрсе курӑр)
☀️Ырӑ кун пултӑр тӑвансем, тус-юлташсем!

❤️Чӑваш ТВ проекта ӑҫта курма май пулнисене, тата мӗнле манпа ҫыхӑнма пулнине пӗтӗмпех ҫак ссылкӑпа куҫса пӗлме пулать👇🏻

Ссылка 👉🏻 https://taplink.cc/dobrohotov
Чӑваш ТВ pinned «☀️Ырӑ кун пултӑр тӑвансем, тус-юлташсем! ❤️Чӑваш ТВ проекта ӑҫта курма май пулнисене, тата мӗнле манпа ҫыхӑнма пулнине пӗтӗмпех ҫак ссылкӑпа куҫса пӗлме пулать👇🏻 Ссылка 👉🏻 https://taplink.cc/dobrohotov»
IMG_8770.MOV
67.8 MB
Чӑваш туйӗнче саламласа каламалли мӗнле хӑватлӑ та тӗрӗс сӑмахсем!
Туйра каламалли хӑватлӑ та илемлӗ сӑмахсем. Куҫарса илме, скриншот туса илме пултаратӑр❤️

Каснӑ йывăҫ вырӑнне йывăҫ лартӑр,
ҫурт вырӑнне ҫурт лартӑр,
пиртен тухнӑ йӑла мар,
иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрӑр.
Ытам тулли ача тӑвӑр,
сакки ҫинче саккăр пултӑр, урайӗнче тӑххӑр пултӑр.
Ача ӑсне ватти ӑс патӑр,
пурнăç тытма вӗренттӗр,
ашшĕ вырăнне ывӑл пултӑр,
амӑш вырăнне кинӗ пултӑр.
Йӑхран йӑха йӑх пытӑр,
ашшĕн йӑхӗ ан сӳнтӗр,
ҫур ял таран тӑван пултӑр,
ҫапла пултӑр-и тӑвансем?
Ҫапла пултӑр!
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Тӑрса, утса ҫӳреме майӗпен пуҫларӑм. Ремень ҫаклатни сывӑ хӑварчӗ пуль тесе шутлатӑп. Ҫаклатман пулсан лобовойӗнчен тухса вӗҫеттӗм. Асӑрхануллӑ пулӑр ҫул ҫинче. Ҫакӑн пек инкек никамӑн та курмалла ан пултӑр. Ҫӳлти Аслӑ Турӑ пурне те пире чир-чӗрсенчен, усал-тӗселсенчен, инкек-синкекрен сыхлатӑрччӗ❤️🙏