Чӑваш ТВ
4.21K subscribers
438 photos
496 videos
6 files
90 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче "Чӑваш ачи чӑвашах" фестиваль иртрӗ.

Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе кӗтсе илчӗҫ.

Фестивальте хутшӑнма ҫамрӑк ушкӑнсем, шкулта вӗренекен тата вӗрентекен хастарсем тӗрлӗ районтан, тӗрлӗ ялтан килсе ҫитрӗҫ. Уяв пысӑк шайра иртрӗ.

Эпӗ те унта пулса куртӑм, ҫӑкӑр-тӑварне тутантӑм, чӑваш сӑрине сухал тӑрӑх юхтартӑм😉
Ачасене тӑван чӗлхен пӗлтерӗшӗ ҫинчен тата хамӑн ӗҫ ҫинчен каласа патӑм.
🔥77👍5211
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Паян Куславкка тӑрӑхӗнчи Аслӑ Куснар шкулӗнче хӑнара пултӑм.

Ку шкул ҫӗнӗ, 2020-мӗш ҫулта уҫнӑ.

Шкул пуҫлӑхӗ тата вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ, чӑн-чӑн уяв туса пачӗҫ.

Ачасем чӑвашла калаҫнине, юрланине савӑнса итлерӗм. Тӑван чӗлхен пуянлӑхӗ, пӗлтерӗшӗ ҫинчен сӑмах ҫавӑртӑм, видео ӳкересси тата блог ертсе пырасси ҫинчен те каласа патӑм.

Малашне те чӑваш чунлӑ пулма, тӑван чӗлхепе калаҫса пурӑнма, тӑван халӑхӑн пуянлӑхне упраса ӑна малалла аталантарма ӑнӑҫу сунса хӑвартӑм!
👍745
Аслӑ Куснар шкулӗнче ӗҫлекенсене тата вӗренекенсене паянхи тӗл пулушӑн пысӑк тав!
74👍37🔥11
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Канашри 3-мӗш шкулта вӗренекесемпе тӗл пулу иртрӗ.
13.04.23.
44👍40🔥6😁1
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Мӑнкун ирӗ! Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккел ялӗнче ӗмӗртен ӗмӗре, ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан йӑла-йӗрке малалла тӑсӑлать. Ачасем ял тӑрӑх ҫӑмарта пуҫтарма тухаҫҫӗ, ҫурта пӗрремӗш кӗрекене минтер ҫине лартаҫҫӗ.

Йӑхран йӑха йӑх пытӑр!
Йӑла-йӗрке упрантӑр
Чӑваш нихӑҫан та ан пӗттӗр
Ҫапла пултӑр, ҫапла пултӑр, ҫапла пултӑр!

Мӑнкунпа!
83👍60🙏14🤬1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Мӑнкун 2023
🥚85 ҫӑмарта
🏠56 кил-ҫурта ҫитсе килнӗ
103👍67🔥20🤩5
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Паян Шупашкарти 130-мӗш ача садӗнче тӗл пулу иртрӗ. Ачасене тӑван чӗлхе ҫинчен, блог ертсе пырас тата видео ӳкерес ӗҫ ҫинчен каласа патӑм. Вӗсем вара чӑвашла юрласа-ташласа, сӑвӑ каласа савӑнтарчӗҫ.

Ҫак ача садӗнче чӑваш музейӗ те пур иккен. Унта вырнаҫнӑ пуянлӑха усӑ курса ачасене тӑван халӑхӑн культурине, историне, чӗлхине вӗрентни питӗ лайӑх меслет.
51👍36