Асӑрхӑр: «ҫӗршыв» тата «держава» сӑмахсем пӗр пек илтӗнеҫҫӗ. Нумай ӑсчахсем «держава» сӑмах вырӑсла «держать» сӑмахран мар — чӑвашла «ҫӗршыв» сӑмахран тухнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Тухӑҫалла кайнӑ чӑвашсен пӗр пайӗ Кавказри авалхи Арменире Чӑваш ӑрачӗ (Чувашрот) провинцире пурӑнни ҫинчен каларӑм ӗнтӗ. Ассирире тӑрса юлнӑ шубашсем (чӑвашсем) каярахпа семитсемпе пӗр халӑха хутшӑнса кайнӑ. Ҫавӑнпа паянхи еврейпе чӑваш чӗлхисенче пӗр пек сӑмахсем питӗ нумай. В.В.Николаев тата В.Ф.Каховский «чӑваш» этнос ячӗ Чашшар патшалӑхӗнчи чеш халӑхӗн ячӗнчен улшӑнса пулнӑ, тесе ӑнлантараҫҫӗ.
Илсе кӑтартнӑ истори факчӗсем, ҫемҫен каласан, уйрӑм «инкек-ӑсчахсем» пирӗн халӑхӑн ячӗ «йӑваш» сӑмахран тухса кайнӑ тесе калакан «теорие» тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑн пек каланине вӗсем чӑваш халӑхӗнчен тӑрӑхласа кулни вырӑнне ҫеҫ хурас пулать. Тата ҫынран мӑшкӑлласа кулма юратнине пула флот службинчен кайма тивнӗ В.И.Даль, чӑваш халӑхӗнчен кулса, «чӑваш» сӑмах сысна ҫинчен калакан «чушка» сӑмахран пулса кайнӑ тени те аса килет. Сӑмаха май В.И. Даль ҫинчен каласан, вӑл чӗвашсем ҫине темшӗн питӗ кӳреннӗ пулас: А.С.Пушкин хӑйӗн тӗрлӗ ӗҫӗсенче чӑвашсене мухтаса ҫырнӑ вӑхӑтрах, В.И.Даль хӑйӗн вырӑс словарӗнче «народ» сӑмаха ӑнлантарнӑ чухне, чӑвашсем ҫинчен: «чуваши — народишко плохой» тесе ҫырать.
Анчах, ҫак куна ҫитсе, хамӑртан ҫынна мӑшкӑлласа култармӑпӑр ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен, ‚чӑваш“ сӑмах нимле ‚чушка“ сӑмахран та, «йӑваш» сӑмахран та пулса кайма пултарайманни ухмахшӑн та паллӑ. Пирӗн халӑха палӑртакан «чӑваш» этнос ячӗ хӑҫан тата ӑҫтан пулса кайни ҫинчен сумлӑ ӑсчахсем ҫырнине илсе кӑтартрӑм, мӗншӗн тесен. Ҫавӑнпа: «Сирӗн халӑхӑрӑн ячӗ «йӑваш» е «чушка» сӑмахран пулса кайнӑ» — текенсене тивӗҫлӗ хуравлама пӗлетпӗр. Тата пирӗн халӑх ӗлӗк йӑваш пулманнине кӑтартакан паянхи Евразийӗн тӗрлӗ ҫӗрӗсенче анлӑ сарӑлнӑ «чӑваш» сӑмахран тухса кайнӑ топонимсене те аса илтерме пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен, йӑваш та хӑюсӑр халӑхӑн ҫыннисем, тӗнче касса, тӑван халӑхӗн ятне тӗрлӗ ҫӗрти топонимсенче хӑварса ҫӳреймеҫҫӗ. Темиҫе тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартасшӑн: Пушкӑртстанри Баймак районӗн Кусей ялӗ ҫывӑхӗнчи Чуваштау тӑвӗ, Ишимбай районӗнчи Чувашка ҫырми, Зилаир районӗнчи Чувашленок ҫырми, Красноярск крайӗн кӑнтӑр енче юхакан Чувашка ятлӑ ҫырма, Челябинск облаҫӗнчи Златоуст хулинче Ай юханшывне юхса кӗрекен Чувашка ҫырми, Челябинск облаҫӗнчи Ай ҫырмин сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш тӑвӗ, Челепи облаҫӗн Кусинск районӗнчи Чӑваш ҫеҫенхирӗ, Ермак-Тукмак Ҫӗпӗр тутарӗсене парӑнтарнӑ Тӑпӑлпа Иртыш пӗрлешнӗ ҫӗрти Чӑваш сӑмсахӗ тата ытти те......
Хисеплӗ М.Н.Юхма пӗр-пӗринчен инҫетре вырнаҫнӑ пысӑк хуласен чӑвашла ячӗсем пуррине кӑтартать: Иерусалим — Мӗрселин, Варшава — Аршшав, Киев — Кӗйӳ, Москва — Мускав, Стамбул — Ӑстампул, Кострома — Хустӑрма, Кемерово — Кӗмӗр, Ярославль — Ярӑслав, Владимир — Улатимӗр, Нижний Новгород — Чулхула, Астрахань — Аҫтӑрхан, Пермь — Пирӗм, Казань — Хусан, Уфа — Ӗпхӳ, Царьград — Чархула, Саратов — Сарӑту, Санкт-Петербург — Питӗр, Оренбург — Эрӗнпур ... Хушса эпӗ те, Пушкӑртстанри Стерлитамак чӑвашла — Ҫтерлӗ, Мелеуз — Мелевӗс, Кумертау — Кӗмертав (редакци: Кӗмерту пулмалла ӗнтӗ) пулни ҫинчен каласшӑн. Илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсем чӑвашсем мӗн ӗлӗкренех Евразири нумай-нумай хуласем ҫинчен пӗлни, вӗсенче пулни ҫинчен калаҫҫӗ, вӗсем авалтанах хӑюллӑ халӑх пулнине кӑтартаҫҫӗ.
Ҫырнине пӗтӗмлетсе, «чӑваш» этнос ячӗ, «пӑлхар», «сӑвар», «гунн» сӑмахсем пекех, питӗ авалхи тата Евразире питӗ анлӑ сарӑлнӑ сӑмах пулни ҫинчен каласшӑн. Урӑхла каласан, «чӑваш» этнос ячӗ Хусан ханлӑхӗ тапхӑрӗнчен чылай-чылай, темиҫе пин ҫул маларах тӗнчере пулнӑ. И. Вантер- Комиссаров та: «Чӑваш» — питӗ авалхи сӑмах» — тесе калани ҫакнах ҫирӗплетет.
А. Русаков, Пушкӑртстан.

👍69🔥8
Forwarded from Turkic_Peoples (Paşa Paşayev)
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
📍Çuvaşistan Türklerinin düğün gelenek ve görenekleri nasıl kutlanır?. Bakalım düğün havası nasılmış.. ❤😍
📍Как отмечаются свадебные обычаи и традиции Чувашских тюрков?. Посмотрим, какое свадебное настроение.. ❤😍

👍75🔥18
Forwarded from Чӑваш ТВ
Чи юратнӑ чӑвашла юрлакан (самый любимый исполнитель чувашских песен)
Anonymous Poll
25%
Полина Борисова
15%
Алексей Московский
11%
Алексей Шадриков
9%
Денис Антипов
10%
Денис Павлов
6%
Фарида
12%
Виталий Адюков
3%
Андрей Думилин
6%
Апельсин каччисем
4%
Вячеслав Христофоров
👍38🤔6❤2
Паян туйра ӗҫлетӗп.
Каччи - Елчӗк тӑрӑхӗнчен.
Хӗрӗ - Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчен.
Купӑсҫи - Александр Сорокин.
Каччи - Елчӗк тӑрӑхӗнчен.
Хӗрӗ - Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчен.
Купӑсҫи - Александр Сорокин.
🔥74👍27❤2
Пирӗн университетра чӑваш чӗлхине вӗренме, тӑван халӑхӑн пуянлӑхне тӗпчеме ҫӗнӗ мелсем туса параҫҫӗ.
Нумаях пулмасть, чӑваш филологи уйрӑмӗнче ҫӗнӗ этнокультура центрӗ уҫӑлчӗ.
Тӗплӗнрех ютубра ҫак ссылкӑпа курма сӗнетӗп https://youtu.be/m6rFR4gJ0Qg

👍33❤30
Ӗнер университетра питӗ кӑсӑклӑ тӗлпулу иртрӗ. Тӗплӗнрех ҫак видеора курма пулать.
https://youtu.be/qSPmDWB9MtE
https://youtu.be/qSPmDWB9MtE
YouTube
Чувашские музыкальные инструменты
Николай Андреевич Фомиряков - мастер-самоучка по созданию чувашских музыкальных инструментов.
👍31🔥14
Forwarded from СВФУ
⚡ Северо-Восточная олимпиада школьников по родным языкам идет по всей России!
Сегодня прошли олимпиады в Коми, Тыве, Мордовии, Чувашии, Марий-Эл, Хакасии, Чечне. Завтра будут в Дагестане, Татарстане, Башкортостане, Удмуртии, Якутии и других регионах.
Ура СВФУ, который объединил народы страны 👏

❤44👍30
Паянхи олимпиадӑри самантсем.
Матросова Таняпа пӗрле олимпиада ертӳҫисем пултӑмӑр.

❤68👍52
Паян пӗрле вӗренекен хӗрсем ҫывхарса килекен уявпа саламларӗҫ. Ушкӑнра пӗртен-пӗр арҫын тӑрса юлнӑ пулсассӑн та ман пирки манмарӗҫ🥹☺️❤️
Тавах, хӗрсем!
P.S. Ушкӑнра 3 арҫынччӗ. Малтан пӗри ҫухалчӗ, унтан тепри. Вӗренӳ йывӑрлӑхне чӑтаймарӗҫ пулас... Ҫапла вара паянхи кун эпир 14-ӑн: 13 хӗр те 1 арҫын😌
ЧГУ, Чувашская филология в этнокультурной и информационной сферах, 2 курс.

👍156🤔3😍3💯2