Чӑваш ТВ
4.21K subscribers
438 photos
496 videos
6 files
90 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
👍41🔥3
Паян Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче Чӑваш ен пуҫлӑхӗпе пӗрле «Сад памяти» ятлӑ акцире хутшӑнма тӳр килчӗ. Ҫӗршыва хӳтӗлекенсене асӑнса йывӑҫ лартни - питӗ паха ӗҫ. Вӑл паттӑрсене манманни кӑна мар, патриотизма ҫӗклекен, ҫутҫанталӑка ҫирӗплетекен акци.

Сегодня, совместно с главой Чувашской республики Олегом Алексеевичем Николаевым удалось поучаствовать в акции «Сад памяти», который стартовал в Мариинско-посадском районе, в селе Октябрьское.
Посадка деревьев в знак памяти защитников нашей страны не только укрепляет наш дух и патриотизм, но и приносит огромную пользу для окружающей среды .
👍62
Чӑваш чӗлхи эрнинче тӗрлӗ мероприятисем пулса иртрӗҫ. Университетра Иванов Иван Ивановичпа пӗрле уҫӑ урок та ирттертӗмӗр: сӑвӑ вуларӑмӑр, юрӑ юрларӑмӑр, Иван Яковлевич Яковлевӑн халалне аса илтӗмӗр. Ют ҫӗршывран вӗренме килнӗ студентсем чӑваш культурине тарӑнрах пӗлме май туса панӑшӑн савӑнчӗҫ🥰
👍49
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Юрий Михайлович пире курсассӑн хӑй те юрласа пачӗ.
- Ҫак юрра вӗренӗр, - тесе хушса хӑварчӗ.

АРТЕМЬЕВ
Юрий Михайлович – литературовед, критик, доктор филологических наук, профессор.
👍41
Ҫав эрнерех Эльвира Ильинична Родионовӑпа пӗрле "Ялта" драма кайса куртӑмӑр. Ҫак драмӑра пирӗн халӑхӑн йӑла-йӗркисене лайӑх кӑтартса панӑ.

Драмӑра пӗркенчӗк курнӑ май ҫакна аса илтӗм. Иртнӗ ҫул чӑн-чӑвашла иртекен туй ӳкерме май килнӗччӗ. Вара унта хӗрӗ пӗркенчӗкпе витӗннӗччӗ. Ҫав саманта тиктока кӑларса лартсассӑн чылай ҫын "пирӗн капла йӑла ҫук, мусульмансем мар эпир", - тесе ҫырчӗҫ. Йӑла-йӗркене пӗлмесессӗн ҫапла ҫав вӑл. Туйра хӗр пӗркенчӗкпе питне хуплани - авалтанпах пыракан чӑн-чӑвашла йӑла-йӗрке.
33👍30🥰1
Самар облаҫне кайса килес тӗллевпе ҫула тухрӑмӑр.
👍496