Чӑваш ТВ
4.2K subscribers
438 photos
495 videos
6 files
89 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Ырӑ кун пултӑр пурне те!
Ҫак эрнене ӑнӑҫлӑ ирттерме сунатӑп!

Доброго дня!
Желаю всем удачной недели!
👍1506🔥4
👍566
2019-2022
Аватарка улӑштартӑм паян) (ВК и ТГ)
Улшӑнусем пур-и?)

🇷🇺Поменял сегодня аватарку. Есть изменения? Разница между фотографиями - 3 года.
👏49👍27🔥14🤔1
"Еркӗн" сӑмах кам е мӗн пулнине пӗлетӗр-и?)
Вырӑсла мӗнле куҫать?) Сӑмахсара (словарь) пӑхмасӑр ҫырӑр) Эпӗ вара 2 кун каялла кӑна ҫак сӑмахпа паллашрӑм)
👍13
27 ҫул пурӑнса ҫак сӑмахпа халь кӑна паллашрӑм. Университетра каласа пачӗҫ☺️
👍232
Сӑмах май, пирӗн чӗлхе диалектизмпа та пуян - урӑхла каласан вырӑнти калаҫу сӑмахӗсемпе.

Тӗслӗхрен: эпӗ ҫуралса ӳснӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккел ялӗнче "картошка" сӑмаха чӑвашла "КАНТУК" теҫҫӗ.

Вӑл тӗрӗс мар калаҫнине пӗлтермест, чӗлхе пуянлӑхне кӑна палӑртать🥰

Сирӗн тӑрӑхра "картофель" сӑмаха чӑвашла мӗнле калаҫҫӗ?)
👍26
Мячик сӑмаха пирӗн ялсем пӳске теҫҫӗ. Сирӗн мӗнле?😉
👍18
«Колодец» пирӗншӗн пусӑ. Сирӗн?
👍30
Половник - вӗчев тетпӗр. Эсир?
👍20
"Пусӑ умӗнче Сентри пӳске вырӑнне кантук тапса ҫӳрет. Амӑшӗ ҫакна чӳречерен курса аллинчи вӗчевне ҫӗклесе вӑрҫать"

Паянхи уҫӑ калаҫу пулмасассӑн ҫак предложение хӑшӗсем ӑнлансах та пӗтеймӗччӗҫ пулӗ)
Мӗн тери пуян пирӗн тӑван чӗлхе❤️

Паянлӑха ҫитӗ.
Ырӑ каҫ пултӑр!
👍685🥰2
Грязь - Елчӗк тӑрӑхӗнче пылчӑк теҫҫӗ. Наступил на грязь. Пылчӑк ҫине пусрӑм. Сирӗн?
👍23
Ырӑ каҫ пултӑр! Ҫак каҫ кӑштах хам пурнӑҫ историйӗпе паллаштарас килет.

2008-мӗш ҫулта, 8-мӗш класра вӗреннӗ вӑхӑтра, фото-видео ӳкерес интерес ҫуралнине пӗлсен атте цифровой фотоаппарат илсе пачӗ. 10 пине яхӑн тӑратчӗ вӑл, "мыльница", фото та, видео та ӳкерме пулатчӗ.

Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ камера алӑран кайман. Ялта пурӑннӑ чух касри кашни ачана, йытӑ-кушака ӳкернӗ пулӗ🥰 Куҫа мӗн илӗртетчӗ - веҫ ӳкереттӗм.

2010-мӗш ҫулта 9-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн хулана вӗренме кайрӑм.
"Программист" пулма ӗмӗтленсе Ҫыхӑну техникумне вӗренме кӗтӗм.
Фотограф, видеограф профессийӗ пирки шутламан малтан, хобби пек кӑна пулнӑ.

2013-мӗш ҫулта пулас мӑшӑрпа - Катюшӑпа паллашрӑм. Вӑл мана хавхалантарнипе 1-мӗш зеркаллӑ фотоаппарат илтӗмӗр. Катюша та фото-видео ӳкерессипе кӑсӑкланнӑ иккен. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ӳкерес ӗҫ хобби кӑна мар, ҫӑкӑр ҫитерекен тӗп ӗҫ пулса тӑчӗ. Хитре фото тата видео интернетра вырнаҫтарнӑ май блог ертсе пырас ӗҫ те тупӑнчӗ. Ҫулсерен хамӑр ӑсталӑха якатса, техникӑна ҫӗнетсе пыратпӑр. Ҫак ӗҫе эпир чунтан юрататпӑр
👍80👏4🔥3
Эпир халь усӑ куракан мӗн пур фото-видеотехникӑна шутласассӑн миллион тенкӗрен ытла та пулса каять. Мӗнле техникӑпа ӗҫленине скриншотсем туса лартрӑм.

Туссем! Енчен те сире фото-видео ӳкерекен кирлӗ пулсассӑн ҫырса ярӑр! Хаваспах пулӑшма хатӗр)
Ҫакӑнта ҫырма пултаратӑр
👉🏻 t.me/dobrohotov1
👍414
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Пирӗн факультетра питӗ усӑллӑ "Чӑваш арчи" проект йӗркеленӗ.
Ҫак видеора проектпа тӗплӗнрех паллашма пулать.
👍398