Чӑваш ТВ
4.21K subscribers
438 photos
496 videos
6 files
90 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Сӑмах ҫӑрса.

Сӑмах ҫӑрса сӑвва ҫыратӑп,
кама-ши кирлӗ - никама.
Чун ыйтнипе кӑна тӑватӑп,
тек тӑрса юлтӑр асӑмра.

Хӗвел кулсассӑн эп те кулӑп,
унпа тултарӑп чунӑма.
Мана курсассӑн эп те курӑп,
пӗлтерӗп хамӑн туйӑма.

14.01.25. 01:49
К.Д.
👍63💔1713🔥2🤔1
Пӗр тискер.

Ӗлӗкрех Шупашкар вырӑссен пулнӑ тет,
пӗтӗмпех пулнӑ тет вырӑсла.
Чӑвашсем ялсенчен хулана килсенех
маннӑ тет чӑвашла калаҫма.

Паянхи Шупашкар чӑвашпа тулнӑскер,
кӗр кӗрлер-и тӑван хамӑрла?
Кӗр кӗрлетпӗр те-ха, анчах пур пӗр тискер
- ачасем калаҫмаҫ чӑвашла...

15.01.25. 01:55
К.Д.
💔45👍305🤔3💯2🔥1
12-мӗш ҫул туйсем ӳкеретӗп. Ытларах чӑваш туйӗсене ӳкерме юрататӑп. Кӑҫал та ҫуллахи вӑхӑта туйсемпе ирттерӗп. Видео ӳкерекен кирлӗ пулсан ман пата ҫырма пултаратӑр - @dobrohotov1.
Ҫуллахи туйсен графикне кӑларатӑп.
🔥37👍269
Сисӗнмесӗрех юлашки курса та ҫитрӗм. Практика тухма тӑван ялти шкула килтӗм. 2 эрне хушши ачасене тӑван чӗлхепе литература вӗрентӗп.
👍13922🎉6
👍99💯3015
💯59👍3717🔥11
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗ. 2025 ҫ.
+1 градус ӑшӑ.
Чӑваш Ен, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккел ялӗ.
35😱21👍14❤‍🔥4🤯1💋1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
😱44👍18🤯11🤔5
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Патреккел шкулӗ.
5-мӗш класс.
Чӑваш чӗлхи урокӗ.
77👍32🔥2
Салам туссем!
Паян манӑн сире тӗп ӗҫ ҫинчен каласа парас килет.

2013-мӗш ҫултанпа эпӗ видео ӳкерес ӗҫпе ӗҫлетӗп. Ҫак ӗҫпе ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 12 ҫул ҫитет ӗнтӗ.

Шкул вӑхӑтӗнчех ӳкерессипе кӑсӑкланма пуҫларӑм, каярахпа вара, чылай ҫул хобби шайӗнче ӳкерекенскер, ҫак ӗҫе специалист шайӗнче ӳкерме кӑмӑл ҫуралчӗ. Интернет урлӑ чылай вӗрентӗм, Мускава семинара та кайса килтӗм, ҫапла, ҫулран ҫул ӳкерсе ӗҫ пахалӑхне лайӑхлатса, ҫирӗплетсе пыма тӑрӑшрӑм.

Паянхи кун та вӗренме чарӑнмастӑп. Ку ӗҫре ҫӗнӗлӗхсене асӑрхаса вӗренсех тӑма тивет. Вӗренмесессӗн вара тӳрех кая тӑрса юлма пултаратӑн.

Туй, юбилей, ҫуралнӑ кун, венчете тӑни, ачана тӗне кӗртни тата ытти уявсене те ӳкеретӗп. Кил-йыш ҫинчен асӑнмалӑх фильмсем те ӳкеретӗп.

Манпа ҫыхӑнма ҫакӑнта ҫырса яма ыйтатӑп - @dobrohotov1
Сире видео ӳкерсе пама хавас пулӑп🎬
👍401💯1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Патреккелсем каҫхи хусканӑва тухнӑ.
🔥77👍26😁63🎉2🏆2❤‍🔥1🕊1
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
тӑван ял, тӑван кил🤍
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
87👍40🔥6😍5🤩3❤‍🔥1🎉1