Паянхи ҫумӑрлӑ кунра хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑк шырама Муркаш тӑрӑхне кайрӑмӑр. Ку тӑрӑхри акатуйра пӗрремӗш хут пулса куртӑмӑр. Аван! Сюжета курма сӗнетӗп!
https://youtu.be/zgnODHj9mZY?si=QbXr2HLpIsPy2uWr

YouTube
Акатуй 2024 - Ландышская поляна, Моргаушский округ, Чувашия
Впервые побывали на празднике Акатуй в Моргаушском округе🥰 #чуваши #чуваш #чувашия #моргауши #чебоксары #ландыши #акатуй #акатуй2024
❤49👍24
Муркаш тӑрӑхӗнчи Юськасы ялӗнче паян пултӑм. Ҫак видеора тӗплӗнрех курма пулать.
https://youtu.be/79GQsiCjJpA?si=wkwtIf_frHVQw_8p
https://youtu.be/79GQsiCjJpA?si=wkwtIf_frHVQw_8p
YouTube
Уяв - праздник в селе Юськасы Моргаушского округа Чувашской Республики - Сурӑм Ҫӑлтӑрӗсем
#чуваши #чуваш #чувашия #юськасы #моргауши #акатуй2024 #чувашскийпраздник #чуваштв
❤40👍11
Салам туссем!☺️
5 регион хушшинче иртекен фестивальте хутшӑнатӑп.
Унта сирӗнрен пӗчӗк пулӑшу кирлӗ - сасӑласси😌
Сасӑлама ҫак ссылкӑпа пулать:
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
(ВК е телефон номерӗ урлӑ авторизацилленсе сасӑламалла - тӳлевсӗр)
Маншӑн сасӑлакансене пурне те пысӑк тав🥰❤️

❤43👍23🔥2🏆2
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университетĕнче
"Филология в этнокультурной и информационной сферах" направленипе вĕренме кĕме бюджет вырӑнĕ чылай.
Вĕренме кĕме вырӑс чĕлхи (ЕГЭ) тата обществознани (ЕГЭ) результачĕсем кирлĕ.
Колледж, техникум е училище дипломĕпе университетра собеседовани витĕр тухмалла.
Кĕтетпĕр! Кӑмӑл тӑвакансем мана ҫакӑнта 👉🏻 @dobrohotov1 ҫырса пĕлтерĕр. Тĕплĕнрех тата ӑнлантарӑп.

👍53
Forwarded from ПУРИНЧЕН МАЛТАН
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
❗️ Чӑвашла вӗренес текенсене кӑҫал "Хавал" 14-мӗш хутчен пуҫтарчӗ.
Паян ҫуллахи "Хавал" университетӑн 1-мӗш кунӗ иртрӗ. Асӑрхарӑр-и, кӑҫалтан "Хавал" лагерь мар – университет. Кунта ҫичӗ факультет ӗҫлет. Вӗсене Эдуард Фомин, Александр (Алпарух) Блинов, Александр (Айтар) Степанов, Владимир Хрущев, Элтияр Александров, Ксюша (Чувишенка) Кошелева, Николай (Аҫтахар) Плотников ертсе пыраҫҫӗ.
✔️ "Хавал" университета тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем хутшӑнаҫҫӗ: чи кӗҫӗнни – Григорьевсен кӑкӑр ачи – Хӗвел, чи асли – 67 ҫулти Селиме Кошелева. Пурӗ – 90 яхӑн хутшӑнакан, ертӳҫӗсемпе тата вӗрентекенсемпе пӗрле – 120 ҫынна яхӑн.
"Ҫын шучӗ, ытти ҫулсемпе танлаштарсан, хальхинче тата ытларах", – теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Видео авторӗ: Константин Доброхотов
Сӑмах май, Костя та хӑйӗн ывӑлӗсене "Хавала" илсе килнӗ.
Паян ҫуллахи "Хавал" университетӑн 1-мӗш кунӗ иртрӗ. Асӑрхарӑр-и, кӑҫалтан "Хавал" лагерь мар – университет. Кунта ҫичӗ факультет ӗҫлет. Вӗсене Эдуард Фомин, Александр (Алпарух) Блинов, Александр (Айтар) Степанов, Владимир Хрущев, Элтияр Александров, Ксюша (Чувишенка) Кошелева, Николай (Аҫтахар) Плотников ертсе пыраҫҫӗ.
"Ҫын шучӗ, ытти ҫулсемпе танлаштарсан, хальхинче тата ытларах", – теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Видео авторӗ: Константин Доброхотов
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
🔥26👍14❤6👏4💯3🤩2
Сасӑлав пирки.
Эсир пулӑшнипе пӗрремӗш кунранпах малти вырӑнтаччӗ.
Халӗ хӑваласа ҫите пуҫларӗҫ.
Пӗр пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне хӗрнех ҫитермелле пуль тесе шутлатӑп. Малти вырӑна пӗрремӗш кунранпах йышӑннӑ пулсан мӗн сасӑлав вӗҫленичченех тытса тӑмалла, кая чакса лармалла мар.
Ҫавна май, туссем, халлӗхе сасӑламаннисене пулӑшма ыйтатӑп.
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
Ҫак ссылкӑпа куҫса маншӑн сасӑлама ыйтатӑп🙏
(хӑвӑрт пулать, телефон номерӗ урлӑ авторизаци тумалла ҫеҫ, тӳлевсӗр)
P.S. Сасӑлав ҫак уйӑх вӗҫӗччен тӑсӑлать.
Тав!

👍38❤6🔥3
Forwarded from ПУРИНЧЕН МАЛТАН
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
❗️ Паян ҫуллахи "Хавал" университетра вӗренекенсем патне тӗнчипе паллӑ чӑваш ӳнерҫи Праски Витти хӑнана килчӗ.
Виталий Петрович хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.
🎨 "Эпӗ пултаруллӑ ҫын пулса ҫуралман. Эпӗ 11 ҫул вӗреннӗ, ӳнер ӗҫӗпе 50 ҫул ытла ӗҫлетӗп".
🎨 "Мана ҫак тӗнчене ҫуратма эпӗ заявлени ҫырман. Пирӗшти мана питӗ телейлӗ пурнӑҫ парнелерӗ".
🎨 "Мана халь ура ҫинче тӑма йывӑр, вырӑн ҫинче выртсан пӗтӗм шӑм-шак ыратать, алла кисточкӑна тытсан вара сывӑ ҫын пекех пулса кайса иртен пуҫласа каҫччен ӳкерме пултаратӑп".
🤔 Пӗлме:
Праски Витти (Виталий Петрович Петров) 1936-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, Чӑваш Ен халӑх ӳнерҫи тата йышлӑ наградӑсемпе премисене тивӗҫлӗ пултаруллӑ чӑваш халӑх ҫынни. Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывсенче хӑйӗн ӗҫӗсен куравне йӗркелекенскере ют халӑх ҫыннисем те хисеплеҫҫӗ.
🎥Видео авторӗ: Константин Доброхотов
Виталий Петрович хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.
Праски Витти (Виталий Петрович Петров) 1936-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, Чӑваш Ен халӑх ӳнерҫи тата йышлӑ наградӑсемпе премисене тивӗҫлӗ пултаруллӑ чӑваш халӑх ҫынни. Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывсенче хӑйӗн ӗҫӗсен куравне йӗркелекенскере ют халӑх ҫыннисем те хисеплеҫҫӗ.
🎥Видео авторӗ: Константин Доброхотов
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
🥰20👍13💯10❤6🔥4🤩1
«С чувашским языком дальше Канаша не уедешь» - ҫапла каланине темиҫе хут та илтнӗ.
Анчах капла калакансемпе эпӗ килӗшместӗп.
Ҫак поста пуйӑсра ларса пынӑ вӑхӑтра ҫыратӑп. Инҫе ҫула тухрӑм. Тӑван тӑрӑхран 10 000 ҫухрӑм аякка икӗ эрнелӗхе каятӑп. Унта кайни вара шӑпах та чӑваш чӗлхи витӗмӗпе ҫыхӑннӑ.
Халӗ эпӗ халӑх сасӑлавӗнче хутшӑнатӑп. Тӗрлӗ регионсем хушшинче иртекен фестивальте Чӑваш Енӗн номинанчӗ. Маншӑн сасӑласа пулӑшма ыйтатӑп. Чӑвашсем пӗрле пулсан, пӗр-пӗрне пулӑшса пырсан ҫӗнтерӗпӗрех! Тавах!
Ҫак ссылкӑпа куҫса сасӑламалла:
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
Анчах капла калакансемпе эпӗ килӗшместӗп.
Ҫак поста пуйӑсра ларса пынӑ вӑхӑтра ҫыратӑп. Инҫе ҫула тухрӑм. Тӑван тӑрӑхран 10 000 ҫухрӑм аякка икӗ эрнелӗхе каятӑп. Унта кайни вара шӑпах та чӑваш чӗлхи витӗмӗпе ҫыхӑннӑ.
Халӗ эпӗ халӑх сасӑлавӗнче хутшӑнатӑп. Тӗрлӗ регионсем хушшинче иртекен фестивальте Чӑваш Енӗн номинанчӗ. Маншӑн сасӑласа пулӑшма ыйтатӑп. Чӑвашсем пӗрле пулсан, пӗр-пӗрне пулӑшса пырсан ҫӗнтерӗпӗрех! Тавах!
Ҫак ссылкӑпа куҫса сасӑламалла:
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
🔥64👍24❤8💯6
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Куба ҫӗршывӗнче чӑваш халӑхӗ ҫинчен каласа пама, пирӗн чӗлхепе, культурӑпа паллаштарма тӗллев лартнӑ.
Ҫитес икӗ эрне хушши Кубӑра пулӑп.
Туссем, ҫак ссылкӑпа куҫса маншӑн сасӑлама ыйтатӑп. Пӗрле пулсан чӑвашсем ҫӗнтерепӗрех!)
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
Ҫитес икӗ эрне хушши Кубӑра пулӑп.
Туссем, ҫак ссылкӑпа куҫса маншӑн сасӑлама ыйтатӑп. Пӗрле пулсан чӑвашсем ҫӗнтерепӗрех!)
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
👍50🔥10❤4🤔1
Ҫитес шӑмат кун Куба ҫӗршывӗнче пуҫтарӑннӑ тӗрлӗ халӑха чӑваш халӑхӗпе, чӗлхипе, культурипе паллаштарӑпӑр!
Туссем, ҫак уйӑх вӗҫӗччен халӑх сасӑлавӗ пырать. Кашни регион хӑйӗн номинанчӗшӗн сасӑлать. Эпӗ Чӑваш Енӗн номинанчӗ. Маншӑн сасӑласа пулӑшма ыйтатӑп! Сасӑлама ҫак ссылкӑпа куҫмалла -
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
Тавах!

👍77👏10❤7🔥3🥰3🤔1💯1
Иртнӗ шӑмат кун Куба ҫӗршывӗнче пуҫтарӑннӑ тӗрлӗ халӑх хӑйӗн ҫӗршывӗпе паллаштарчӗ. Эпир Раҫҫей ҫӗршывӗнчен иккӗн пултӑмӑр, иксӗмӗр те Чӑваш Енри чӑвашсем.
Куба, Великобритани, Франци, Германи, Греци, Болгари, Испани, Португали, Пуэрто-Рико, Бразили, Серби халӑхне Раҫҫей ҫӗршывӗ ҫинчен тата Чӑваш Ен ҫинчен каласа патӑмӑр, тӑван халӑхпа, тӑван чӗлхепе, тӑван культурӑпа паллаштартӑмӑр, хамӑрпа пӗрле илсе килнӗ кучченеҫ те ҫитертӗмӗр.
Нумайӑшӗ чӑваш халӑхӗ пуррине пӗлмен те, малашне пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ!
Туссем, халӑх сасӑлавӗнче хутшӑнатӑп, сасӑлама 7 кун тӑрса юлчӗ. Енчен те эпӗ тунӑ ӗҫе эсир хисеплетӗр, кирлӗ тесе шутлатӑр пулсассӑн маншӑн сасӑласа пулӑшма ыйтатӑп. Тавах!

❤50👍27🔥5🏆4
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Университетран Кубӑна 2 эрнелӗхе командировкӑна ячӗҫ. Тӗплӗнрех ҫак видеора пӗлме пулать.
Тусӑмсем, халӑх сасӑлавӗнче Чӑваш Ен малта пырать! Анчах ҫав вӑхӑтрах Мордови хыҫранах пырать, ҫавӑнпа та сасӑламансене сасӑласа пулӑшма, сасӑланисене хӑвӑр кил-йышри урӑх телефонсем урлӑ сасӑлама ыйтатӑп. Таҫтан пӗрре хутшӑнатӑп. Хутшӑнатӑп пулсассӑн Чӑваш Ене малти вырӑна кӑлармаллах ӗнтӗ тесе шутлатӑп.
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
Тусӑмсем, халӑх сасӑлавӗнче Чӑваш Ен малта пырать! Анчах ҫав вӑхӑтрах Мордови хыҫранах пырать, ҫавӑнпа та сасӑламансене сасӑласа пулӑшма, сасӑланисене хӑвӑр кил-йышри урӑх телефонсем урлӑ сасӑлама ыйтатӑп. Таҫтан пӗрре хутшӑнатӑп. Хутшӑнатӑп пулсассӑн Чӑваш Ене малти вырӑна кӑлармаллах ӗнтӗ тесе шутлатӑп.
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
👍42❤3🏆3🔥1💯1
Турӑ пулӑшсан, эпир сирӗнпе тӑрӑшсан - Чӑваш Ен тен ҫӗнтерӗ те💛❤️❤️
Халлӗхе малти вырӑнта. Тепӗр эрнере сасӑлав вӗҫленӗ.
Сасӑлама ҫак ссылкӑпа куҫмалла. Тавах!👇🏻
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
Халлӗхе малти вырӑнта. Тепӗр эрнере сасӑлав вӗҫленӗ.
Сасӑлама ҫак ссылкӑпа куҫмалла. Тавах!👇🏻
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
👍38❤4💯2🔥1
Куба 🇨🇺 ҫӗршывӗн президенчӗ тата пӗр чӑваш🥰
Мигель Марио Диас-Канель - Куба ҫӗршывӗн президенчӗпе тӗлпулу иртрӗ. Чӑваш халӑхне Куба пуҫлӑхӗнчен салам!👋🏻
Туссем, халӑх сасӑлавӗ 6 кунтан вӗҫленет. Эпӗ Чӑваш Енрен МЕДИА номинанчӗ пулса хутшӑнатӑп. Кашни сирӗн сасӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫак ссылкӑпа куҫса сасӑлама ыйтатӑп. Енчен те сирӗн темиҫе телефон номерӗ е ҫывӑх ҫынсен телефонӗ ҫумра пулсан вӗсен урлӑ та темиҫе номертан сасӑлама пулать. Тавах!

🔥65👍21❤5👏5
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Костя, эсир Кубӑна мӗнле лекнӗ? Ӗҫлеме е канма кайнӑ? Мӗн тума кайнӑ?
Ҫак постра(видеора) сирӗн ыйтусем ҫине хуравлатӑп😌
Университетра вӗреннӗ май пире - икӗ чӑваша Кубӑна икӗ эрнелӗхе командировкӑна ячӗҫ. Командировкӑн тӗп тӗллевӗ - Раҫҫейпе Куба туслӑ тата пӗр шухӑшлӑ пулнӑ май Куба ҫӗршывне ирӗклӗ пулӑшу парасси, Куба ҫӗршывӗн халӑхӗпе, пурнӑҫӗпе, культурипе, чӗлхипе паллашасси, хамӑрӑн тӑван ҫӗршывпа, халӑхпа, культурӑпа ытти ҫӗршыв халӑхӗсене паллаштарасси. Куба - йывӑр тапхӑрта пурӑнакан чухӑн ҫӗршыв. Икӗ эрне хушши май ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшрӑмӑр, вӗсем вара пире хӑйӗн ҫӗршывӗпе паллаштарчӗҫ.
Унсӑр пуҫне Кубӑра питӗ кирлӗ эмелсене хамӑр укҫа-тенкӗпе туянса гуманитари пулӑшӑвӗ илсе кайрӑмӑр.
Кубӑра Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ. Раҫҫейрен вара эпир - икӗ чӑваш пултӑмӑр.
Ҫулҫӳревӗн спонсорӗ - Илья Николаевич Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Университечӗ. Чӑваш Енрен 10 пин ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ ҫӗршывра пулса курма май туса панӑшӑн юратнӑ университета пысӑк ТАВ сӑмахӗ калатпӑр!

👍82🔥14❤5