Forwarded from Çамрӑксен форумӗ (Вероника Ерзукова)
Ку улӑп пирки илтнӗ-и?🙋♂
"Чӑваш ТВ" блог вуланӑ-и?
Константин Доброхотов кам вӑл пӗлетӗн-и?
Ҫук-и? 🤷🏻♀
Эппин канаш парӑпӑр..
Унпа ытларах паллашма тата ыйту пама хӑвӑртрӑх форума регистрацилен✍

❤27👍21🔥2👏1👌1
👆🏻Ҫак шӑмат кун Шупашкарта Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ иртӗ. Эпӗ те унта пулӑп. Килме кӑмӑллакансем иртнӗ постри ссылкӑпа регистрациленӗр😌
❤22🔥6
Кӑмӑл: Казахстана кайса пӗрер уйӑх хирте лартнӑ хӳшӗре кӗтӳҫ пулса, ут кӗтӗвне пӑхса пурӑнас килет. Ухӑпа пеме, ут утланса ҫӳреме вӗренес килет. Ҫак ӗмӗте пурнӑҫлама чун тем пек туртать. Анчах...
🤔20🔥13👍11
Хулара пурӑнни темшӗн вӑхӑтлӑ тапхӑр пек туйӑнать.
Шупашкарта 2010-мӗш ҫултанпа пурӑнатӑп. Чӑн-чӑн кил вара халӗ те тӑван ялта пек. Тӗлӗкре те яланах ялта е ял йӗри-тавра ҫаврӑнса ҫӳретӗп.
Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫынна ялах туртать-ши? Сирӗн мӗнле?

🔥47💯17👍10👏2🙏1
Ачасен ҫурхи кану кунӗсем. Чӗмпӗрти аквапарка кайса килтӗмӗр.
"Чӗмпӗр" хула ятне илтсессӗн пуҫра мӗнле шухӑшсем йӑшӑлтатаҫҫӗ:
- Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ;
- Чӗмпӗр - пысӑк Чӑваш автономи тӑрӑхӗн тӗп хули пулма пултарнӑ, анчах проекта пурнӑҫа кӗртмен;
- Чӗмпӗр - маншӑн чӑваш хули пекех;
- Ленин чӑвашла калаҫма пӗлнӗ. Ун пирки Юхма Мишши хӑйӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

🔥49👍23
21-мӗш ӗмӗр.
Шупашкар.
Кил-йышпа троллейбуспа ярӑнас терӗмӗр.
Тӗлӗнтермӗш: пӗр картӑпа пуриншӗн те билет укҫине тӳлеме пулмасть. Енчен те эпир кил-йышра 4 ҫын, апла вара 4 карта кирлӗ. Пӗр картӑран икӗ хут тӳлес тесен 90 минут кӗтмелле!)
Тӗнчере искуственный интеллект, робот-технологи, Марса вӗҫме хатӗрленеҫҫӗ. Пирӗн Шупашкарта вара троллейбусра мӑшӑрпа ывӑлсемшӗн пӗр картӑран билет укҫи тӳлеме май ҫук.
Кулӑшла, ҫав вӑхӑтрах салхуллӑ.

👍65🤔12💯9🔥1
Ӗнер аннен ҫуралнӑ кунне уявларӑмӑр. Ҫур ӗмӗр урлӑ каҫнӑ пулсассӑн та анне ҫамрӑкланса кӑна пырать пек туйӑнать. Чи кирли - сывлӑх сунатпӑр! Асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗке кунта та кӗртсе хӑварас терӗм❤️🥰
Х.К. Иккӗмӗш сӑнӳкерчӗкре анне, эпӗ тата пӗртӑван шӑллӑм.

🎉146👍61❤17💯1