Чӑваш ТВ
4.2K subscribers
438 photos
495 videos
6 files
89 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Салам!
Паян Катюшан ҫуралнӑ кунӗ🎁
10 пин лайк ҫак сӑн ӳкерчӗк ҫине пухса парар-и?😉
Блогера савӑнтарар, ҫӗнӗ рекорд ҫапса!🚀🔥

Ак ҫак ссылкӑпа кӗрсе лайк лартма ыйтатӑп☺️🙏❤️

Ссылка лайк лартма 👉🏻 https://www.instagram.com/p/CLldlw2Akji/?igshid=mnukjxkcpu6l
Запустили набор спонсоров на первый весенний ГИВ.
Салам!
Ыран кам та пулсан чӑваш апатне пӗҫерсе кӑтартма пултарать-и?
Капӑртмапа пашалу мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? Манса кайнӑ)
Audio
Сире валли, Пётр Ермолаевпа Андрей Шадриков юрлакан "Куҫусем" ятлӑ юрӑ эфирта😉
Ҫатма ҫинче пашалу пӗҫерме вӗрентӗр-ха мана🙏☺️
Пурнӑҫра савӑнмалли самантсем кӑна мар, хурланмаллисем те пулаҫҫӗ ҫав...

Паян чи ҫывӑх ҫынсенчен пӗри - юратнӑ асанне (бабушкА тесе чӗнеттӗмӗр эпир ӑна) пирӗнрен уйрӑлса кайрӗ.

Ӗненес килмест, тӗлӗкри пек.

Асатте вилни 20 ҫул, 20 ҫул килте вилӗ пулса курман - эпӗ ун чух 7 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Халӗ ӳссе ҫитсен пачах урӑх туйӑмсем...

Мӗн тӑвас тен, пурнӑҫӗ ҫавӑн пек. Пуҫри шухӑшсене кунта ҫырсассӑн тен ҫӑмӑлтарах пулмӗ-ши теп... кам пӗлет..

Тӗлӗкри пек...
Мӗн йӗпе пуличчен тет ҫак юрӑра? Пӗр сӑмаххине ӑнланмарӑм
Чӗмпӗр хулинче иртнӗ Акатуйра Олег Николаевич Мустаевпа паллашма май пулчӗ - тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ арҫын, чӑвашшӑн ҫунакан, хисеплӗ ҫын.
Нумай тӗрӗс шухӑшсем илтрӗм эп Олег Николаевичран, вӗсенчен пӗринпе сире паллаштарас терӗм:

"Чӑвашсем эпир вӑйлӑ, мӑнаҫлӑ халӑх. Анчах та пире икӗ тӑшман пӗтерет: эрех тата кӗвӗҫлӗх."
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Анатолий Кибеч тата эпӗ Шупашкарти Акатуйра чӑваш сӑрине тутанса пӑхатпӑр☺️
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Шупашкарти Акатуйра мана ҫак самант килӗшрӗ. Хӑватлӑ кӗлӗ
Паян салтак ӑсатнине ӳкерме каятӑп. Инстаграмра сторис ӳкерсе кӑтартӑп. Кама интереслӗ, кӗрсе курӑр)