Чӑваш ТВ
4.2K subscribers
438 photos
496 videos
6 files
90 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Нужна реклама вашего товара или услуги?
Пишите 👉🏻 t.me/dobrohotov1
👍5
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Мӑнкуна яла каятӑр-и?
Эпир кайма планласа хунӑ.
👍74🔥111
Паян тӑван яла, тӑван киле ҫитрӗмӗр.

Пӳртре хӑмла шӑрши - атте сӑра вӗретнӗ. Асанне ӑна тутлӑ сӑра вӗретмелли вӑрттӑнлӑхӗсене вӗрентсе хӑварнӑ.

Ыран Мӑнкун. Ирхине пирӗн ял ачисем ҫӑмарта пуҫтарма тухаҫҫӗ. Ҫав саманта эпир те ҫулталӑкӗпех кӗтеттӗмӗр. Йӑла-йӗрке пӗтмен. Ывӑлсем пусма сумка хатӗрлесе хунӑ.

Паянхи каҫ шашлык пӗҫеретпӗр, мунча пулса ҫитет.
Лайӑххипе!
👍72🔥65
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Атте акана хатӗрленет
👍82🔥16
Ял-йыш ҫӑмартасене хӗретсе хатӗрленӗ хыҫҫӑн автан кӗллине кайма хатӗрленет. Автан кӗллине пирӗн каҫпах каяҫҫӗ.
👍46
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Кукамай патне чи пӗрремӗш ҫитрӗмӗр)
🔥78👍407
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Урамра ачасен йышӗ ӳссех пырать🥰
77👍48
Мӑнкуна ҫӑмарта пуҫтарма тухни - тахҫанхи йӑлах. Эпир те тухнӑ, пирӗн атте-аннесем те, тата аслисем те. Ӗмӗртен ӗмӗре пыракан йӑла.

Шел, кашни ялта тухмаҫҫӗ халӗ. Йӑла-йӗркене пӗлменнисем хӑйсен ачисене "ыйткаласа ҫӳрекен пек ан ҫӳре", - тесе кӑлармаҫҫӗ.

Мӑнкунра ачасем ирех ял тӑрӑх ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Уншӑн вӗсене хӗретнӗ ҫӑмарта, пӗремӗк, канихвет параҫҫӗ.

Ыйткаласа ҫӳрени мар, йӑла-йӗркене пӑхӑнса пурӑннине пӗлтерет ку.
Тен ман статьяна вуланӑ хыҫҫӑн чӑваш ялӗсенче тата ытларах ача тухма пуҫлӗ. Пирӗн ялта вара ку енчен проблема ҫук🥰
👍1027🔥7
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
3 сехет ҫӳренӗ хыҫҫӑн киле килчӗҫ, халь суйлаҫҫӗ, шутлаҫҫӗ🥰

Хутаҫҫисене виҫсе пӑхрӑмӑр.
Егор - 8 кг яхӑн пуҫтарнӑ.
Богдан - 7 кг ытла.
👍94🔥17
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
- Кӑҫал 38 ача килнӗ, - тесе пӗлтерчӗ Катюша.
👍102
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Егор кӑҫал 50 ҫӑмарта пуҫтарнӑ🚀
👍88🔥20
Егорпа Богдан пӗрле 100 ҫӑмарта пуҫтарнӑ🚀

Халлӗхе вӗсен рекорд)
👍13229