Чӑваш ТВ
4.21K subscribers
438 photos
496 videos
6 files
90 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Ҫитрӗмӗр!
👏26👍11🎉32🤨1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
10 ҫул каялла эп вӗсемпе утса пыраттӑм
🙏35👍5
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Ҫитрӗмӗр! 10 ҫул каяллахи салтак пурнӑҫӗ аса килчӗ! Питертан пурсӑра та салам вӗҫтеретӗп!
👍524
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
39🔥16😁5🎉3
Ку маншӑн вара кӗтменлӗх🙃 Ман ҫинчен сӑвӑ ҫырманччӗ-ха хальхи кунччен. Ытла мухтанипе пит те хӗрелсе кайрӗ, вуланӑ май😳😅
18👍4😁1
Forwarded from Типшӗм рулит
Чӑвашри чи чӑнкӑ ҫын.
Доброхотов Константин!
Блогерсем пирӗн пин-пин,
Вӑл ахӑр, номер один.

Арӑмӗ майсӑр хӳхӗм,
Хӑй,почти Орландо Блум.
Ӗлӗк ӑна пӗлеттӗм,
Халь хутшӑнма ҫитмест сум.

Чӑвашла ҫеҫ пӗтӗм пост.
Чӑвашла ҫеҫ пӗтӗм рилз.
Лайк пусмасӑр не пройдешь!
#врека кӗрет зашибись!

Модӑра халь чӑваш шрифт,
Пирӗн Кӗҫтука пула
Ачи чӑн та маттур пит,
-Сӑпаҫҫип,-тесе кала.

Савӑнаҫҫӗ чӑвашсем!
Ҫоккӑ тек Кӗҫтук пекки
Негрсем,бабуинсем
Илтнӗ унӑн блог пирки.

Чӑваш тумӗпе клуба,
Пырса кӗчӗ тӗк Кӗҫтук.
Ҫӳп пек хыҫҫӑн пур майра,
Ан ҫыпҫӑнӑр усси ҫук.

Тухсанах ҫӗнӗ айфон.
Ҫав куннех пур Кӗҫтукӑн.
Пур енӗпе чемпион.
Хайхи,Илон Маск хыҫҫӑн.

Арӑмӗ-пукане пек.
Ачисем ҫут шевле пек.
Амӑш те ҫӳрет,хӗр пек.
Юрӗ,мухтамастӑп тек.

Вӑт такойски этемсем,
Кукамайсен ялӗсем.
Шанмасан ҫырӑр ҫыру.
Доброхотов пӑнчӑ ru
31.10.2024
Шупашкар
Типшӗм Сашук
👍180🔥408🎉3🤬1
Ырӑ кун пултӑр пурне, хисеплӗ ӗҫтешӗмӗрсем. Ҫак конференци питӗ актуаллӑ, вырӑнлӑ паянхи кун. Мӗншӗн тесен пирĕн халь халӑхӑмӑрӑн историне пӗлнӗ-пӗлмен пӑтратакан псевдоисториксем нумайланса кайнине кура, мӗнле кӑна сиен курмастпӑр пуль. Вӑхӑтӗнче хурав пама, ҫырса ӑнлантарма вӑхӑт ҫителӗксӗр пулнине кура тин ҫеҫ хуравлатӑп, хаклӑ ҫыннӑмӑрсем. Историре пӗр енчен тепӗр енне тайӑлса ҫӳрени вырӑнсӑр. Мӗнпур факторсене шута илсе пӗтӗмлетӳ тунипе килӗшме пулать , паллах. Вырӑсла каласан , "объективлӑ" пулмалла. Историре хӑйӗн методологи пур. Вӑл историри пулӑмсене тӗпчекен пӗтӗмӗшле методсемпе принципсен системинчен тӑрать. Принципӗсем вара чи вӑйлӑ самант, ӑна пӑхӑнман историкӑн ӗҫӗ нимӗн патне те илсе ҫитермест. Вырӑсла " это путь в никуда ". Пушӑ ӗҫ ,- тетпӗр ун пек ӗҫсене.
Хальхи саманара вӗсем купипе.
Ахальтен мар историксем , калӑпӑр, пахча-ҫимӗҫ ӳстӗрнӗ ҫӗртри, электроника ӗҫӗсӗмпе ҫыхӑннӑ
е нефтьпе газ сферинчи специалистсемпе пӗр тан ӗҫе ӗҫлеймеҫҫӗ.
Ҫаплах ытти сферӑра ӗҫлекенсем историксемпе танлашма пултарайманни , куҫкӗретех. Каҫарӑр та, истори факультетне пӗтернӗ ҫын ҫеҫ хронологи, палеографи, историографи, источниковедени, топографи , этнологи, археологи, петӗмӗшле каласан, унӑн методологи тата ытти професси шайӗнчи наукӑсен вӑртӑнлӑхӗсене алла илсе хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗнче усӑланма пултарать. Ҫавӑнпа мӗн каласан та, профӗссионал мар ҫыннӑн пӗтӗмешле курӑмӗ те ҫакна ҫирӗплетсе парать.

Чӑвашсен авалхи этногенезӗн тӗрлӗ тапхӑрӗсенче мӗн кӑна пулса иртмен. Унта чӑвашсен тӑхӑмӗсем ( тӑхӑмӗсем - предки) пирки каласан, унта алтай чӗлхисен ҫемьин (тӗрӗк халӑхӗсен) представителӗсемсӗр пуҫне индоевропа чӗлхисен ҫемьин ( вӗсӗн шутнех кӗреҫҫӗ шумерсем , скифсем, сарматсем, дахо- массагетсем тата ыттисем те - урӑхла каласан иран чӗлхеллӗ халӑхсем) представителӗсем те хутшӑнса ҫакӑн пек пуян чӗлхеллӗ халӑх пулса аталанма пултарнӑ пирӗн чӑвашсем. Ҫав историри аталану тапхӑрӗсенче эпир тӗрлӗ ятпа каланӑннӑ ( сӑмахран, чӑвашсене пӗр вӑхӑтӗнче пӗр тӗрлӗ, тепӗр вӑхӑтӗнче "сувар", "суваз" е "пугур", "пӑлхар" тесе чӗннӗ). Паянхи кун пирӗн халӑх "чӑваш" тесе каланӑнать. Ҫавӑнпа пӑтранни вырӑнсӑр.
Ытти халӑхсен те маларахри тапхӑрӗсенче урӑхла ячӗсем пулни паллӑ. Сӑмахран, ӗлӗкрех пулнӑ документсенче пушкӑртсен те, мари е удмурт халӑхӗсен те ячӗсем кусем - паянхисем пулман. Историри докуменчӗсенче пӗрремӗш пинҫуллӑх пуҫламӑшӗнче , калӑпӑр, мари ятлӑ халӑх ҫук, тупса пулмасть, пачах. Мӗншӗн тесен вӗсене урӑх ятпа ҫырса кӑтартнӑ - " черемисы", - тенӗ. Ҫаплах авалхи ингевонсем те, паян ун пек ятлӑ халӑх ҫук, халь вӗсем урӑхла каланаҫҫӗ. Удмуртсем те ҫаплах - ӗлӗкхи документсенче вӗсене "вотяксем",- тесе чӗннӗ .

Тӑвансем, пӑтратас мар тӗпчесе тупсӑмне тупнӑ темӑна. Пӑтранас та мар. Ҫырав (перепись) вӑхӑтӗнче те, урӑх чухне те. Мӗншӗн пирӗн халӑхӑмӑрӑн шучӗ кемнӗ? Мӗншӗн тесен ҫак пӑтранчӑклӑх пулнипе. Чӑвашсенчен нумайӑшӗ хӑйсене "эпир чӑваш мар, имӗш, эпир суварсем е пӑлхарсем",- тесе ҫыртарнипе те.

Тӗрӗс, эпир сӑвар, пӑлхарсем , анчах маларахри историри тапхӑрта. Халь эпир ЧӐВАШСЕМ. А пирӗн чӗлхере ытти чӗлхесен ҫемйинчи халӑхсен сӑмахӗсем пулни, сӑмах пӗрпеклӗхӗсем пулни, паллах, тепӗр хут эпир авалхи халӑх пулнине ҫирӗплетсе парать. Ахальтен мар пирӗн халӑхӑн этногенезӗпе ҫыхӑннӑ ҫичӗ ытла теори уҫса парать ҫак пулӑма.

Ҫакна тӗрӗс ӑнланмалла

Халь интернетра информаци пуррин ансатлӑхӗ те нумайӑшне хӑйсене истори тӗлӗшӗнчен хӑйне евӗрлӗ пӗтӗмлетӳсем тума ирӗк панине те куратпӑр. Анчах ҫакна та каласа хӑварас килет: шел пулин те, халь интернетра ырри, пахисӗр пуҫне питӗ нумай рецензи урлӑ иртмен суя материал нумай. Вӗсене шанса пулмасть. Вӗсем плагиат системине те иртме пултараймаҫҫӗ.

Тата тепӗр самант: нихӑш халӑх та (пушкӑртсене илсен те, ыттисене илсен те) хӑйсен историне ҫапла пӑтратмаҫҫӗ. Пушкӑртсем эпир "остяксем" е "мад'ярсем" ( кусем вӗсен теорипе килӗшӳллӗн ӗлӗкхи ячӗсем), - тесе те ҫыртармаҫҫӗ ҫыравра ( перепись вӑхӑтӗнче). Ҫаплах мари е удмурт халӑхӗсем те
ҫырав ( перепись) вӑхӑтӗнче хӑйсене
ӗлӗкхи ятпа ҫыртарса пӗрре те арпашмаҫҫӗ.
👍316💯2
Пирӗн чӑваш кӑна ӑнланманнипе, ҫак самантсене шута илменнипе ҫапла хӑйне хӑй сиен кӳрет.

Нумай япаласене ҫырса ӑнлантарса ларма вӑхӑчӗ ҫителӗксӗр пулни пӗлтерет.

Тӗн енчен илсен те ҫаплах. Ку тата тӗпӗр питӗ анлӑ , вӗҫӗ-хӗррисӗр тема. Кунта та тӗрӗс ӑнланманлӑхӗ чылай.

Сӑлтавӗсем питӗ нумай.
Кунта халь чӑваш халӑхӗ кемнин пӗр сӑлтавӗ ҫинчен ҫеҫ сӑмах пычӗ. Сӑлтавӗсем вара вӗсем тӗрлӗрен. Этногенетика, этнопсихологи, этноконфесси, этномедицина тата ытти енӗсемпе ҫыхӑннӑ сӑлтавӗсем те чылай. Каласа пӗтерме ҫук пӗр кунра.
Менталитетӑн ( чӑваш халӑхӗн наци характерӗн) уйрӑмлӑхӗ пирки хӑй пӗр калаҫу.
Урӑхла каласан, чӑваш халӑхӗ тӗлӗнмелле авалхи халӑх...


Ирина Витальевна Сухарева, доктор исторических наук, профессор

https://youtu.be/fI5cecXlrds?si=eqcXv7cGCG8qwUL-
👍23💯3
Ӗнерхи ҫавра сӗтел тавра чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне тӗпчекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Халиччен кун пек пуху пулман.
👍32
Паян Элӗкре вырнаҫнӑ И.Я. Яковлев ячӗллӗ шкулта хӑнара пултӑм. "Навигаторы детства" проектра спикер пулса МЕДИА темӑпа чӑваш блогӗ тата видео ӳкерес ӗҫ ҫинчен каласа патӑм.

Элӗк шкулӗ ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе ӑшшӑн йышӑннӑшӑн тавах!
👍6220🔥4❤‍🔥2💋2🤬1🤩1