Чӑваш ТВ
4.21K subscribers
438 photos
496 videos
6 files
90 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Паян

Вӑхӑта каялла ҫавӑраймӑн,
тавӑраймӑн пулса иртнине.
Яланах малалла эсӗ кайӑн,
упраса асунта юлнине.

Паяна эс паян пурӑнатӑн,
таврас ҫук тек паян пулнине.
Ыранхи вӑхӑта ав куҫатӑн,
пӗр сисмесӗр паян юлнине.

Паянхи пурнӑҫпа пурӑнасчӗ,
тиркемесӗр пулса иртнине.
Малаша ӗмӗтпе тултарасчӗ,
тав туса ҫак куна курнине.

23.10.24. К.Д.
58👍35🔥12👏2
Парнеле эс мана

Парнеле эс мана сар чечекӗм,
чӑн таса юрату парнеле.
Парнеле эс мана сар хӗвелӗм,
вут-кӑвар ӑшшуна парнеле.

Парнеле эс мана пирӗштиҫӗм,
сывлӑшна сывлама парнеле.
Парнеле эс мана ай савниҫӗм,
ӗмӗтсем пурӑнма парнеле.

Акӑшсем ав пӗччен пурнаймаҫҫӗ,
пингвинсем те вилеҫҫӗ пӗччен.
Мӑшӑрпа чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ,
мӑшӑрпах пулмалла та ҫынсен!

25.10.24. К.Д.
54👍30💯5👏2
Пурнӑҫа тухайман шухӑшсем

Ҫиччӗ виҫрӗм пӗрре те касмарӑм,
хӑяймарӑм пыма сан пата.
Ытлашши пуль нумай эп шутларӑм,
ахалех ирттерсе вӑхӑта.

Шухӑшран пурнӑҫа тухаймарӑн,
пӗр курмасӑр ҫак ҫут тӗнчене.
Лӗпӗш пек халь вӗҫсе эс ҫухалтӑн,
йӗр хӑварса манӑн пуҫ анинче.

25.10.24. К.Д.
36👍27🔥10
Чи хаклӑ парне

Кӑвакарчӑн вӗҫет кӑвакарчӑн,
янратса хӑй ҫунат сассипе.
Чуптӑватӑн, мана чуптӑватӑн,
сан туту пыл тутийӗ пекех.

Эп шанатӑп, сана эп шанатӑп,
яланах пулӑн эсӗ пӗрле.
Тав тӑватӑп, Турра тав тӑватӑп,
эсӗ манӑн чи хаклӑ парне.

25.10.24. К.Д.
43👍30🤩2
Эс пӗтсен тӗнче пӗтет

Вӑтӑр ҫул ҫӗр ҫинче пурӑнатӑп,
киленсе таврари илемпе.
Вӑтӑр ҫул эп сана юрататӑп,
Чӑваш Халӑхӗ - эс ман тӗнче!

Тӗнчипе эсӗ сарӑлнӑ халӑх,
пур халь эсӗ кашни ҫӗршывра.
Пӗтес ҫук сан! - ҫапла эпӗ калӑп,
эс пӗтсен тӗнче пӗтӗ вара.

25.10.24. К.Д.
👍7014🔥10
Пуйӑспа Питӗре каятӑп. Интернет хутран-ситрен кӑна тыткалать, кӗнеке вулама халь тӗттӗм. Сӑвӑ ҫырасси анчах тӑрса юлчӗ те, ҫавӑнпа ҫыратӑп. Каҫарӑр ӗнтӗ, темиҫе те харӑс кӑлартӑм)
👍41🥰21🔥7
Питӗре 10 ҫул каялла пӗрремӗш хут кайнӑччӗ, анчах курма мар, салтака.

Унтанпа тек кайса курман. Пӗр чарӑнура 30 яхӑн салтак тумӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑк яшсем кӗчӗҫ. Вӗсем ҫине пӑхса хама 10 ҫул каяллахине аса илтӗм.
👍62🔥104💔3🤨1😐1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Ҫитрӗмӗр!
👏26👍11🎉32🤨1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
10 ҫул каялла эп вӗсемпе утса пыраттӑм
🙏35👍5
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Ҫитрӗмӗр! 10 ҫул каяллахи салтак пурнӑҫӗ аса килчӗ! Питертан пурсӑра та салам вӗҫтеретӗп!
👍524
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
39🔥16😁5🎉3
Ку маншӑн вара кӗтменлӗх🙃 Ман ҫинчен сӑвӑ ҫырманччӗ-ха хальхи кунччен. Ытла мухтанипе пит те хӗрелсе кайрӗ, вуланӑ май😳😅
18👍4😁1
Forwarded from Типшӗм рулит
Чӑвашри чи чӑнкӑ ҫын.
Доброхотов Константин!
Блогерсем пирӗн пин-пин,
Вӑл ахӑр, номер один.

Арӑмӗ майсӑр хӳхӗм,
Хӑй,почти Орландо Блум.
Ӗлӗк ӑна пӗлеттӗм,
Халь хутшӑнма ҫитмест сум.

Чӑвашла ҫеҫ пӗтӗм пост.
Чӑвашла ҫеҫ пӗтӗм рилз.
Лайк пусмасӑр не пройдешь!
#врека кӗрет зашибись!

Модӑра халь чӑваш шрифт,
Пирӗн Кӗҫтука пула
Ачи чӑн та маттур пит,
-Сӑпаҫҫип,-тесе кала.

Савӑнаҫҫӗ чӑвашсем!
Ҫоккӑ тек Кӗҫтук пекки
Негрсем,бабуинсем
Илтнӗ унӑн блог пирки.

Чӑваш тумӗпе клуба,
Пырса кӗчӗ тӗк Кӗҫтук.
Ҫӳп пек хыҫҫӑн пур майра,
Ан ҫыпҫӑнӑр усси ҫук.

Тухсанах ҫӗнӗ айфон.
Ҫав куннех пур Кӗҫтукӑн.
Пур енӗпе чемпион.
Хайхи,Илон Маск хыҫҫӑн.

Арӑмӗ-пукане пек.
Ачисем ҫут шевле пек.
Амӑш те ҫӳрет,хӗр пек.
Юрӗ,мухтамастӑп тек.

Вӑт такойски этемсем,
Кукамайсен ялӗсем.
Шанмасан ҫырӑр ҫыру.
Доброхотов пӑнчӑ ru
31.10.2024
Шупашкар
Типшӗм Сашук
👍180🔥408🎉3🤬1