Чӑваш ТВ
4.21K subscribers
438 photos
496 videos
6 files
90 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Таврӑнас ҫук халь каялла.

Ача чухне ялтаччӗ те
кӗтӳ кӗтме эпӗ тухаттӑм.
Вӑхӑт хӑвӑрт шумасчӗ те
куна эрне пекех туяттӑм.

Хӗвел ҫуттин пайӑркисем
куҫа хӗртессӗн ачашлатчӗҫ.
Тӳпе тулли шур пӗлӗтсем
пӗр чарӑнми таҫта шӑватчӗҫ.

Шур пӗлӗтсем шунӑ пекех
ҫулсем те шурӗҫ пулмалла.
Ачалӑх иртрӗ пуль, текех,
таврӑнас ҫук халь каялла...

20.10.24. 01:55. К.Д.
👍122🔥2814👏3🏆1
Шӑпа

Кӗпе арки тӗрӗллӗ те
усалсенчен вӑл упрать.
Ҫак хӗр шӑпи паллӑ ӗнтӗ,
килес ҫулах качча каять.

Ҫитмӗл те ҫичӗ курӑкпа
вӗретнӗ шыв ав мунчара.
Ярать хӑй тӑрӑх алтӑрпа,
салхуллӑ шухӑшӗ пуҫра.

Ҫич юхан шыв умне ҫитсе те
шӑпу ҫавах тӑрса юлать.
Хӑв ҫылӑхна ҫӑвас тесен те
ҫак шывсемпе юхса каймасть.

Ак ҫу та ҫитрӗ, иртрӗ ҫимӗк,
ял тӑрӑх йышлӑ туй кӗрлет.
Шур кӗперен палӑрать ҫийӗ,
анне пулма вӑхӑт ҫитет.

Тин ҫеҫ кӗрлекен туй шӑпланчӗ,
урайӗнче пир ал шӑлли.
Пӗрлешнӗ мӑшӑр чӗркуҫленчӗ,
асламӑшӗ парать пехил:

Эй, ачамсем, мӑнукӑмсем,
сире Турри ӗнтӗ каҫартӑр.
Леш тӗнчери йӑх-несӗлсем,
ҫак тӗнчерех пурӑнма парӑр.

Йӑхран йӑха йӑх пынӑ та
хальхи кунччен те ав пӗтмен.
Хӗрпе каччи пӗр юнлӑ та
аслашшӗ ҫак туя килмен.

Мӗн авалтан пулнӑ йӑла,
качча каяс тӑк - ҫич юта!
Виҫ сыпӑкри тӑван пулсан,
шӑпу халь йывӑр пулӗ сан.

21.10.24. К.Д.
👍879🤔6🏆3
Самана

Эс итле-ха, тӑван, мӗншӗн- ши халь ҫапла,
тӗрӗсмарлӑх кашни шӑтӑкра?
Саккунсем ҫыракан пурӑнмасть пӑхӑнса,
вӑрлакан тӗрӗслет ыр ҫынна.

Юратма пӗлменни вӗрентет юратма,
уйрӑлни - кил-йыша сыхлама.
Телейне тупайман пулӑшать шырама,
чирлекен - сывлӑха упрама.

Ҫылӑхсем ӑшӗнче путакан шурлӑхра,
вӗрентет халь пире ав таса пурӑнма.
Ҫухалса каяс марччӗ хура чӑтлӑхра,
пурнӑҫа йӗркелесчӗ хамӑр ӑспа.

22.10.24. К.Д.
👍11920🔥7🤩2
Тӑванлӑх

Ӗлӗкрен тӑванпа тӑванла пурӑнса
пур ӗҫе те пикеннӗ йышпа.
Нимӗнрен хӑраман, яланах кар тӑрса
утма тӑрӑшнӑ пӗр сукмакпа.

Кунсем иртрӗҫ ӗнтӗ, ҫулсем иртрӗҫ ӗнтӗ,
шывӗ юхрӗ чылай унтанпа.
Халь ҫапла каласан йӑнӑш пулмӗ ӗнтӗ -
йӑли ҫук пурӑнма тӑванпа.

22.10.24. К.Д.
👍838💯8🤔5🏆2
Паян

Вӑхӑта каялла ҫавӑраймӑн,
тавӑраймӑн пулса иртнине.
Яланах малалла эсӗ кайӑн,
упраса асунта юлнине.

Паяна эс паян пурӑнатӑн,
таврас ҫук тек паян пулнине.
Ыранхи вӑхӑта ав куҫатӑн,
пӗр сисмесӗр паян юлнине.

Паянхи пурнӑҫпа пурӑнасчӗ,
тиркемесӗр пулса иртнине.
Малаша ӗмӗтпе тултарасчӗ,
тав туса ҫак куна курнине.

23.10.24. К.Д.
58👍35🔥12👏2
Парнеле эс мана

Парнеле эс мана сар чечекӗм,
чӑн таса юрату парнеле.
Парнеле эс мана сар хӗвелӗм,
вут-кӑвар ӑшшуна парнеле.

Парнеле эс мана пирӗштиҫӗм,
сывлӑшна сывлама парнеле.
Парнеле эс мана ай савниҫӗм,
ӗмӗтсем пурӑнма парнеле.

Акӑшсем ав пӗччен пурнаймаҫҫӗ,
пингвинсем те вилеҫҫӗ пӗччен.
Мӑшӑрпа чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ,
мӑшӑрпах пулмалла та ҫынсен!

25.10.24. К.Д.
54👍30💯5👏2
Пурнӑҫа тухайман шухӑшсем

Ҫиччӗ виҫрӗм пӗрре те касмарӑм,
хӑяймарӑм пыма сан пата.
Ытлашши пуль нумай эп шутларӑм,
ахалех ирттерсе вӑхӑта.

Шухӑшран пурнӑҫа тухаймарӑн,
пӗр курмасӑр ҫак ҫут тӗнчене.
Лӗпӗш пек халь вӗҫсе эс ҫухалтӑн,
йӗр хӑварса манӑн пуҫ анинче.

25.10.24. К.Д.
36👍27🔥10
Чи хаклӑ парне

Кӑвакарчӑн вӗҫет кӑвакарчӑн,
янратса хӑй ҫунат сассипе.
Чуптӑватӑн, мана чуптӑватӑн,
сан туту пыл тутийӗ пекех.

Эп шанатӑп, сана эп шанатӑп,
яланах пулӑн эсӗ пӗрле.
Тав тӑватӑп, Турра тав тӑватӑп,
эсӗ манӑн чи хаклӑ парне.

25.10.24. К.Д.
43👍30🤩2
Эс пӗтсен тӗнче пӗтет

Вӑтӑр ҫул ҫӗр ҫинче пурӑнатӑп,
киленсе таврари илемпе.
Вӑтӑр ҫул эп сана юрататӑп,
Чӑваш Халӑхӗ - эс ман тӗнче!

Тӗнчипе эсӗ сарӑлнӑ халӑх,
пур халь эсӗ кашни ҫӗршывра.
Пӗтес ҫук сан! - ҫапла эпӗ калӑп,
эс пӗтсен тӗнче пӗтӗ вара.

25.10.24. К.Д.
👍7014🔥10
Пуйӑспа Питӗре каятӑп. Интернет хутран-ситрен кӑна тыткалать, кӗнеке вулама халь тӗттӗм. Сӑвӑ ҫырасси анчах тӑрса юлчӗ те, ҫавӑнпа ҫыратӑп. Каҫарӑр ӗнтӗ, темиҫе те харӑс кӑлартӑм)
👍41🥰21🔥7
Питӗре 10 ҫул каялла пӗрремӗш хут кайнӑччӗ, анчах курма мар, салтака.

Унтанпа тек кайса курман. Пӗр чарӑнура 30 яхӑн салтак тумӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑк яшсем кӗчӗҫ. Вӗсем ҫине пӑхса хама 10 ҫул каяллахине аса илтӗм.
👍62🔥104💔3🤨1😐1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Ҫитрӗмӗр!
👏26👍11🎉32🤨1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
10 ҫул каялла эп вӗсемпе утса пыраттӑм
🙏35👍5
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Ҫитрӗмӗр! 10 ҫул каяллахи салтак пурнӑҫӗ аса килчӗ! Питертан пурсӑра та салам вӗҫтеретӗп!
👍524