Чӑваш ТВ
4.21K subscribers
438 photos
496 videos
6 files
90 links
Канал о Чувашии и о чувашском народе❤️
Константин Доброхотов
По всем вопросам пишите в личку - t.me/dobrohotov1
加入频道
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Костя, эсир Кубӑна мӗнле лекнӗ? Ӗҫлеме е канма кайнӑ? Мӗн тума кайнӑ?
Ҫак постра(видеора) сирӗн ыйтусем ҫине хуравлатӑп😌

Университетра вӗреннӗ май пире - икӗ чӑваша Кубӑна икӗ эрнелӗхе командировкӑна ячӗҫ. Командировкӑн тӗп тӗллевӗ - Раҫҫейпе Куба туслӑ тата пӗр шухӑшлӑ пулнӑ май Куба ҫӗршывне ирӗклӗ пулӑшу парасси, Куба ҫӗршывӗн халӑхӗпе, пурнӑҫӗпе, культурипе, чӗлхипе паллашасси, хамӑрӑн тӑван ҫӗршывпа, халӑхпа, культурӑпа ытти ҫӗршыв халӑхӗсене паллаштарасси. Куба - йывӑр тапхӑрта пурӑнакан чухӑн ҫӗршыв. Икӗ эрне хушши май ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшрӑмӑр, вӗсем вара пире хӑйӗн ҫӗршывӗпе паллаштарчӗҫ.
Унсӑр пуҫне Кубӑра питӗ кирлӗ эмелсене хамӑр укҫа-тенкӗпе туянса гуманитари пулӑшӑвӗ илсе кайрӑмӑр.
Кубӑра Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ. Раҫҫейрен вара эпир - икӗ чӑваш пултӑмӑр.
Ҫулҫӳревӗн спонсорӗ - Илья Николаевич Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Университечӗ. Чӑваш Енрен 10 пин ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ ҫӗршывра пулса курма май туса панӑшӑн юратнӑ университета пысӑк ТАВ сӑмахӗ калатпӑр!
👍82🔥145
Ӗнер Кубӑран киле таврӑнтӑм) Кил-йыш ӑшшӑн кӗтсе илчӗ🥰

Туссем! Ыран халӑх сасӑлавӗн юлашки кунӗ. Чӑваш Еншӗн хутшӑнса ытти регионсен хушшинче малти вырӑна тухма май пур. Енчен те эсир маншӑн сасӑламан пулсассӑн ҫак ссылкӑпа куҫса сасӑлама ыйтатӑп. Вӑл тӳлевсӗр.
Сирӗнпе пӗрле мала тухма та пултарӑпӑр!
https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search
84👏33👍20🔥7😍3🏆2🤬1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
🏆20🔥13🤩1
Паян халӑх сасӑлавӗн юлашки кунӗ.
Тӗрлӗ регионсем хушшинче иртекен фестивальте Чӑваш Ен номинанчӗ пулса хутшӑнатӑп.

Маншӑн сасӑласа пулӑшакансене пысӑк тав! Сасӑласа ӗлкӗрейменсен паян ҫӗрле 23:59 сехетчен ҫак ссылкӑпа куҫса сасӑлама вӑхӑт пур.

https://award2024.kartageroev.ru/?search=Доброхотов&id=1#search

Пӗр-пӗрне ҫапла пулӑшса пурӑнмалла пултӑр, эсир мана ырӑ туни сирӗн патӑра каялла пин хут ӳссе ырӑпа таврӑнмалла пултӑр. Тав!
👏26👍24🔥42🥰2🤔1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Сире савӑнтарма ҫӗнӗ контент хатӗрлетпӗр!
54🔥19👏7👍1
😅
👍1
Forwarded from Типшӗм рулит
ДОБРОХОТОВ сейчас #втренде
Глава города,известный блогер,директор автошколы.
Янравлӑ илтӗнет отнакӑ!
😁42👍227🔥5❤‍🔥3🤬1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Эпӗ паян 30-та
Атте-Анне - тавах сире!
178🎉56🔥34
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Патӑрьел тӑрӑхӗ.
Кивӗ Ахпӳрт.
Паян.
👍67🔥1514
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Йӑхран йӑха йӑх пынӑ,
ялан ялта пурӑннӑ.
Самани йӑлт улшӑннӑ та
Кӗҫтук хулана куҫнӑ.

Пурнать Кӗҫтук хулара,
арӑмӗ - чӑн-чӑн майра.
Ҫитӗнеҫҫӗ ывӑлсем,
Шупашкар паттӑрӗсем.

Ир пулать те, каҫ пулать,
Кӗҫтук ҫывӑрма выртать.
Тӗлӗрсе кӑна каять те
тӗлӗкре ялне курать.

Ах чунӑмҫӑм, чунӑмҫӑм та
канлӗх хулара ҫук-шим?
Ах Турӑҫӑм, Турӑҫӑм та
эпӗ йӑнӑш турӑм-шим?

Ҫулӗсем иртсе пыраҫҫӗ,
шак-шак-шак шаккать сехет.
Тӗлӗкре яла кайсассӑн
талт-талт-талт тапать чӗрем.

14.10.2024 К.Д.
👍151🔥2418❤‍🔥6💯6🤔2👏1
Таврӑнас ҫук халь каялла.

Ача чухне ялтаччӗ те
кӗтӳ кӗтме эпӗ тухаттӑм.
Вӑхӑт хӑвӑрт шумасчӗ те
куна эрне пекех туяттӑм.

Хӗвел ҫуттин пайӑркисем
куҫа хӗртессӗн ачашлатчӗҫ.
Тӳпе тулли шур пӗлӗтсем
пӗр чарӑнми таҫта шӑватчӗҫ.

Шур пӗлӗтсем шунӑ пекех
ҫулсем те шурӗҫ пулмалла.
Ачалӑх иртрӗ пуль, текех,
таврӑнас ҫук халь каялла...

20.10.24. 01:55. К.Д.
👍122🔥2814👏3🏆1
Шӑпа

Кӗпе арки тӗрӗллӗ те
усалсенчен вӑл упрать.
Ҫак хӗр шӑпи паллӑ ӗнтӗ,
килес ҫулах качча каять.

Ҫитмӗл те ҫичӗ курӑкпа
вӗретнӗ шыв ав мунчара.
Ярать хӑй тӑрӑх алтӑрпа,
салхуллӑ шухӑшӗ пуҫра.

Ҫич юхан шыв умне ҫитсе те
шӑпу ҫавах тӑрса юлать.
Хӑв ҫылӑхна ҫӑвас тесен те
ҫак шывсемпе юхса каймасть.

Ак ҫу та ҫитрӗ, иртрӗ ҫимӗк,
ял тӑрӑх йышлӑ туй кӗрлет.
Шур кӗперен палӑрать ҫийӗ,
анне пулма вӑхӑт ҫитет.

Тин ҫеҫ кӗрлекен туй шӑпланчӗ,
урайӗнче пир ал шӑлли.
Пӗрлешнӗ мӑшӑр чӗркуҫленчӗ,
асламӑшӗ парать пехил:

Эй, ачамсем, мӑнукӑмсем,
сире Турри ӗнтӗ каҫартӑр.
Леш тӗнчери йӑх-несӗлсем,
ҫак тӗнчерех пурӑнма парӑр.

Йӑхран йӑха йӑх пынӑ та
хальхи кунччен те ав пӗтмен.
Хӗрпе каччи пӗр юнлӑ та
аслашшӗ ҫак туя килмен.

Мӗн авалтан пулнӑ йӑла,
качча каяс тӑк - ҫич юта!
Виҫ сыпӑкри тӑван пулсан,
шӑпу халь йывӑр пулӗ сан.

21.10.24. К.Д.
👍879🤔6🏆3
Самана

Эс итле-ха, тӑван, мӗншӗн- ши халь ҫапла,
тӗрӗсмарлӑх кашни шӑтӑкра?
Саккунсем ҫыракан пурӑнмасть пӑхӑнса,
вӑрлакан тӗрӗслет ыр ҫынна.

Юратма пӗлменни вӗрентет юратма,
уйрӑлни - кил-йыша сыхлама.
Телейне тупайман пулӑшать шырама,
чирлекен - сывлӑха упрама.

Ҫылӑхсем ӑшӗнче путакан шурлӑхра,
вӗрентет халь пире ав таса пурӑнма.
Ҫухалса каяс марччӗ хура чӑтлӑхра,
пурнӑҫа йӗркелесчӗ хамӑр ӑспа.

22.10.24. К.Д.
👍11920🔥7🤩2
Тӑванлӑх

Ӗлӗкрен тӑванпа тӑванла пурӑнса
пур ӗҫе те пикеннӗ йышпа.
Нимӗнрен хӑраман, яланах кар тӑрса
утма тӑрӑшнӑ пӗр сукмакпа.

Кунсем иртрӗҫ ӗнтӗ, ҫулсем иртрӗҫ ӗнтӗ,
шывӗ юхрӗ чылай унтанпа.
Халь ҫапла каласан йӑнӑш пулмӗ ӗнтӗ -
йӑли ҫук пурӑнма тӑванпа.

22.10.24. К.Д.
👍838💯8🤔5🏆2
Паян

Вӑхӑта каялла ҫавӑраймӑн,
тавӑраймӑн пулса иртнине.
Яланах малалла эсӗ кайӑн,
упраса асунта юлнине.

Паяна эс паян пурӑнатӑн,
таврас ҫук тек паян пулнине.
Ыранхи вӑхӑта ав куҫатӑн,
пӗр сисмесӗр паян юлнине.

Паянхи пурнӑҫпа пурӑнасчӗ,
тиркемесӗр пулса иртнине.
Малаша ӗмӗтпе тултарасчӗ,
тав туса ҫак куна курнине.

23.10.24. К.Д.
58👍35🔥12👏2